30 января 2013 г.
Çĕр-шыври тăватă регион çеç ведомствăсен хушшинчи электрон хутшăнусен тытăмĕпе (ВХЭХТ) усă курса илнĕ кăтартусене – федерацин Миграци службине – тестлас ĕçе ăнăçлă пурнăçланă. Ведомствă ыйтăвĕсене (запросĕсене) 83 субъекта пурне те ярса панă.
Чăваш Енри, Мурманск, Калининград тата Магадан облаçĕсенчи тытăмсем çеç хăйсем ĕçлеме пултарнине çирĕплетнĕ. Çапла вара федерацин Миграци служби малашне çак субъектсене ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчен кăтартусем илес тесен ыйтусене ВХЭХТ тытăмĕпе усă курса ярса пама пултарать.
Хальхи вăхăтра Чăваш Енре ВХЭХТпа патшалăх тата муниципалитет пулăшу ĕçĕсен социаллă пĕлтерĕшлĕ 14 тĕсне çыхăнтарнă (7-шĕ патшалăх, 7-шĕ – муниципалитет шайĕнчисем). Нарăс уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне вĕсен шучĕ 96-а çитĕ. Ведомстăсен хушшинчи электрон хутшăнура – Чăваш Енри ĕç тăвакан влаçăн 15 органĕ, 26 район-хула, 291 ял тăрăхĕ. Республикăн ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пурте, çавăн пекех патшалăх тата муниципалитет пулăшу ĕçĕсене кÿрекен çынсем ведомствăсен хушшинчи электрон хутшăнусен тытăмĕн регион сегменчĕпе технологи тĕлĕшĕнчен çыхăннă. Влаç органĕсен ĕçченĕсен ку тытăмпа усă курмашкăн электрон мелĕпе алă пусмалли “уçăсем” пур. Паянхи куна влаç органĕсене çакнашкал 333 “уçă” панă, специалистсене – 575.