09 июля 2014 г.
Ĕне-выльăх усракан ял хуçалăх предприятийĕсем паян алă-ура çавăрса пымалăх сĕтрен е аш-какайран укçа кĕртеççĕ. Июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне районĕпе 4020,8 тонна (пĕлтĕрхи çак вăхăтпа танлаштарсан 132 процент) аш туса илнĕ. Ял хуçалăхĕнчи кăтарту вара 963,8 тоннăпа (108 процент) танлашать. "Юрма" агрохолдинг уйрăмах лайăх ĕçленине палăртма кăмăллă. Çур çулта кунта 769 тонна какай (чĕрĕ виçепе) хатĕрленĕ. Çавăн пекех "Красное знамя", "Звезда", "Первомайск", "Батыревский", "Родина" хуçалăхсене ку тĕлĕшпе мухтамалăх пур.
Районĕпе 5 уйăхра 16257 тонна сĕт сунă (пĕлтĕрхи çак вăхăтпа танлаштарсан 102 процент), ял хуçалăх предприятийĕсенче _ 2793. Чи пысăк сăвăм "Батыревский", "Красное знамя", "Исток", "Звезда", "Труд", "Первомайск" хуçалăхсенче.
Пĕр вăхăтра фермăсем пушанма пуçланăччĕ. Юлашки çулсенче вĕсем çĕнĕрен вăй илме пуçланине палăртмалла. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче мăйракаллă шултра выльăха 18802 пуç шута илнĕ. Ял хуçалăхĕнче вĕсен йышĕ 3430-а çитнĕ. Çакă пĕлтĕрхинчен 90 ытларах. Ĕнесем те нумайланса пыраççĕ _ 8074 пуç. Ял хуçалăх предприятийĕсенче иртнĕ çулхинчен 92 ỹснĕрен 1416-а çитнĕ.
Сыснасем 18469 пуç. Ку кăтарту та 2013 çулхинчен лайăхрах. "Звезда", "Батырев-ский", "Красное знамя", "Исток" хуçалăхсенче ĕне-выльăхăн, "Юрма" агрохолдинг, "Звезда", "Мир" хуçалăхсем сыснасен шутне ỹстернĕ.
Ял хуçалăх предприятийĕсенче мăйракаллă шултра выльăхăн ỹт хушаслăхĕ _ 577, сыснасен 578 грампа танлашнă.
5 уйăхра 100 ĕнерен 46 пăру е мĕн пурĕ 757 алла илнĕ. Çакă малтанхи çулпа пăхсан 57 пуç сахалрах. Çавăн пекех 10002 çура хутшăннă. 100 сысна ами пуçне 3529 тивет. Пĕр тĕп амаран вăтамран 11 çура илнĕ, тĕрĕслемеллинчен _ 9.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)