09 июля 2014 г.
Иртнĕ эрнере районти потребкоопераци ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Уява район администрацийĕн ял хуçалăх, экологи, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕн çумĕ Г. Иванова, Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ А. Моисеев, потребкоопераци ветеранĕ Г. Чинахова тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Чи малтанах райпо Канашĕн председателĕ П. Перепелкин пурне те ăшшăн саламларĕ, унтан кăçалхи кăтартусемпе паллаштарчĕ. Пĕрремĕш çур çулта тавар çаврăнăшĕ 143 млн тенкĕпе танлашнă. Ку вăл пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 8 млн тенкĕ е 6 процент ытларах. 12 млн тенкĕ те 517 пин тенкĕлĕх тавар кăларнă. Çăкăр-булка 214 тонна пĕçернĕ, кондитер изделийĕ 68 тонна хатĕрленĕ, 160 пин тенкĕлĕх пусмаран тĕрлĕ япала çĕленĕ. Çĕнĕ оборудованисем 6 млн тенкĕлĕх туяннă. Петр Алексеевич Çĕнĕ Ахпỹрт, Шăнкăртамри пĕрремĕш, Тутар Сăкăтĕнчи, Сăкăтри, Анат Туçари тата ытти лавккасем лайăх ĕçленине палăртрĕ.
Потребкооперацинче нумай çул ĕçлекенсене тата çитĕнỹсем тунисене Хисеп грамотисемпе дипломсем, сумлă парнесем парса чысларĕç.
Фойере Етĕрнери аш-какай комбиначĕн тата "Акконд" пĕрлешĕвĕн продукцийĕсен куравне йĕркеленĕ. Вĕсене мероприятие хутшăнакансем тутанса пăхма, туянма пултарчĕç.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)