АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турă амăшĕн хĕрес çỹревĕ

09 июля 2014 г.

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче Патăрьел тăрăхĕнчи чиркỹсене пăхса тăракан пачăшкăсем казаксем пĕрле илсе килекен Турă Амăшĕн "Табынская" турăшне район çĕрĕ çинче кĕтсе илчĕç.

Çак турăш Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ултă кун пулчĕ. Пĕрремĕш кунхине ăна Первомайскинчи "Христос çуралнă" ячĕллĕ чиркỹре унăн настоятелĕ, Сергей Пегасов протоиерей, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов, Первомайски ял тăрăх пуçлăхĕ Владимир Секретов тата прихута пуçтарăннă Христос тĕнне ĕненекен ытти çынсем иконсемпе, Турă Амăшне мухтакан юрăсемпе кĕтсе илнĕ. Хĕрес çỹревне хутшăннă Александр Чернов пухăннисене Турă Амăшĕн Табынскри турăшĕн асамлăхĕ çинчен каласа панă.

Çак турăш иртсе кайнă 1000 çул хушшинче курăннă 36 турăшран пĕри. Унăн курăнăвĕпе пĕрлех асамлă пулăмсем палăрнă.

Турăша илсе çỹренĕ вырăнсенче шăрăх иртсе кайнă, пушарсем лăпланнă, амак чирĕсем сарăлма чарăннă тата ытти те. Турăшпа хĕрес çỹревĕ тăвасси _ Пугачев восстанийĕ вăхăтĕнче пуçланнă чиркỹ йăли-йĕрки. Турă Амăшĕн Табынскри турăшĕпе хĕрес çỹревĕ тăвасси вара 2010 çулта пуçласа йăлана кĕнĕ. Хĕрес çỹревне кашни çулах Пушкăртстанри Табынск салинче _ асамлă курăнăвĕ пулнă вырăнта _ пуçлаççĕ те пĕр татăлмасăр ытти маршрутсемпе малалла тăсаççĕ. Тăватă çул хушшинче çак турăшпа тунă хĕрес çỹревĕ Раççейри, Косовори, Сербири, Абхазири, Осетири, Казахстанри халăхсем пурăнакан 1700 пункта çитнĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче хĕрес çỹревĕ июлĕн 1_ 6-мĕшĕсенче иртрĕ. Çак тапхăрта районти вун çичĕ прихутра та Турă Амăшĕн Табынскри турăшне хапăлласа, ырă кăмăлтан кĕтсе илчĕç. Малтанхи кунхинех вăл Первомайски, Сител, Пăлапуç Пашьел чиркĕвĕсенче, иккĕмĕш кунхине Нăрваш Шăхаль, Аслă Чемен, Турхан прихучĕсенче, ун хыççăн Тăрăнта,Татмăшра, Патăрьелĕнче тата ытти кĕлĕ çурчĕсенче пулнă. Пирĕн районтан хĕрес çỹревĕ Шăмăршă районне вырсарни кун куçнă.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика