АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Университет филиалĕ _ 20 çулта

12 июля 2014 г.

Кăçалхи çемье, юратупа шанчăклăх кунĕ Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕшĕн пушшех те асра юлĕ. Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи аслă шкул хăйĕн 20 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Çак ятпа йĕркеленĕ уява университет филиалĕн директорĕ Л. Лялина, ЧПУ ректорĕ, республикăри аслă шкулсенчи ректорсен канашĕн председателĕ А. Александров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ О. Мешков, Тутарстанри Çĕпрел район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шадриков, Елчĕк район пуçлăхĕ Р. Молодова, Патăрьел ял пуçлăхĕ А. Моисеев, Улатăр епархийĕн III округ благочиннăйĕ, Первомайскинчи Христос çуралнă ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Сергий Пегасов, филиалти преподавательсемпе выпускниксем, организаци, предприяти ертỹçисем хутшăнчĕç.

Çирĕм çул хушшинче филиалта пĕлтерĕшлĕ улшăнусем пулса иртнĕ. Çак тапхăрта аслă шкултан куçăмлă тата куçăмсăр майпа 2,5 пин студент тĕр-лĕрен специальноçпа вĕренсе тухнă. Вĕсем хушшинче хамăр район çыннисем çеç мар, кỹршĕ районсенчен те, тĕп хуламăртан та, Чĕмпĕр облаçĕнчен те, Тутар Республикинчен те пур.

_ Вырăнта аслă пĕлỹ илнĕ специалистсем районта тĕрлĕрен яваплă ĕçре тăрăшса ĕçлени савăнтарать, _ палăртрĕ хăйĕн салам сăмахĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов.

Кỹршĕ республикăри администраци пуçлăхĕн А. Шадриковăн салам сăмахне итлеме те кăмăллă пулчĕ. Филиал выпускникĕ пулнă май, вăл та кунта илнĕ пĕлỹ пахалăхĕ пирки хăпартланса каларĕ. Унăн сăмахĕсене Олег Вадимович Мешков та çирĕплетрĕ: "Выпускниксен ытларах пайĕ ĕçе вырнаçни, иккĕмĕш аслă пĕлỹ илме ăнтăлни е тата вĕсемех тĕрлĕ шайри ертỹçĕре тăрăшни хăйех филиалăн хисепне кăтартса парать",_ терĕ вăл.

Юбилей ăшă салам сăмахĕсемпе асăнмалăх парнесемсĕр пулмасть. Вĕсем вара çак кунхине çителĕклех пулчĕç. Ăшă тĕл пулура маларах вĕренсе тухнă выпускниксем чун каниччен калаçрĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç тата ытти те.

Сăмах май каласан, юбилей кунхине çеç юристсемпе экономистсем, бакалавр специальноçне вĕренсе тухнă тепĕр 270 студент аллисене дипломсем илчĕç. Чи телейлĕ самант хыççăн çамрăксем яланхиллех филиал умĕнче тупа турĕç. Ку ĕнтĕ аслă шкул чыс-ятне çỹлте тытма, малашне хăй суйласа илнĕ специальноçпа килĕштерсе ĕçлеме хистет.

Уяв сĕмне пуянлатакан артистсем вара юбилее хапăл тунисене хаваслă юрă саламĕпе хăпартлантарчĕç. Хальхинче Чăваш эстрада артисчĕ Августа Уляндина, "Ярды" ушкăн, Сергей Павлов, çамрăксене "çунат" хушакан Александр Нефрит тата Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕ çумĕнчи "Ăраскал" ушкăн хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика