АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУЛĂШУ КĕТЕççĕ

12 июля 2014 г.

 Политикăри лару-тăру çивĕчленсе çитнĕ тапхăрта Чăваш Республикине килсе çитнĕ Украина гражданĕсене вăхăтлăха çемьесене пурăнма вырнаçтарасси, хамăрăн ырă кăмăллăха палăртса инкеке лекнĕ çынсене пулăшасси _ пирĕн таса чун тивĕçĕ.

Июнь уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне пирĕн республикăри 62 çын йывăрлăха лекнĕ Украина гражданĕсене вăхăтлăха пурăнма çурт-йĕр уйăрса пама хирĕç пулманни çинчен Чăваш Республикинчи Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствине пĕлтернĕ. Инкек тỹснĕ украинецсен 5 çемйи пулăшу ыйтса çырнă, хальхи вăхăтра вĕсенчен иккĕшне çынсем патне пурăнма вырнаçтарнă, виçĕ çемье валли майлă вырăнсем шыраççĕ.

Федерацин миграци службин республикăри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2014 çулхи апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июнь уйăхĕн 27-мĕшĕччен украинецсен 36 çемйи (пурĕ 55 çын, çав шутран 13-шĕ _ ачасем) хăйсене Чăваш Республикинче вăхăтлăха пурăнма вырнаçтарма ыйтса заявлени çырнă.

Украина гражданĕсене вăхăтлăха çемьесене пурăнма вырнаçтарас кăмăллă республикăри çынсене хăвăр çинчен пĕлтернине тата пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсем çинчен тĕплĕн палăртса 8(8352)26-13-49, 62-13-60 телефонпа шăнкăравласа е soc12@cap.ru электрон почтипе усă курса пĕлтермелле.

Сăмах май, "Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен канашĕ" обществăлла организацийĕ те ыр кăмăллăх фончĕн счечĕ урлă нушана лекнĕ Украина гражданĕсене адреслă майпа укçа-тенкĕпе пулăшма пулни çинчен пĕлтерсе хăйсен реквизитне сĕнет:

Благотворительный фонд Чувашского республиканского совета женщин 428000, г. Чебоксары, пл. Республики, д. 2, оф. 119 ИНН 2130999669, КПП 213001001 рỸс 40703810875000000039 в ОАО "Сбербанк России" Чувашское отделение № 8613 кỸс 30101810300000000609 БИК 049706609 Назначение платежа: "помощь беженцам Украины"

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика