АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратсах пĕрлешеççĕ, пурăнаççĕ, кайран темшĕн уйрăлаççĕ

19 июля 2014 г.

 РАЙОНТИ ЗАГС пайĕ пĕлтернĕ тăрăх çулталăк пуçланнăранпа 241 пепке çуралнă. Вĕсенчен 128шĕ пулас пăхаттирсем, 113шĕ вара чиперккесем. 2013 çулхипе танлаштарсан, кăçал ырă кăмăллă "аист" çемьесене 12 ача ытларах илсе килнĕ. Уншăн пирĕн хĕпĕртемелĕх пур.

Юлашки вăхăтра ашшĕ-амĕшĕ ачисене Артем, Алексей, Антон, Аделина, Азалия, Ангелина ят хурать. Ку таранччен пирĕн тăрăхра пилĕк йĕкĕреш çуралнă.

Цифрăсене танлаштарсан вилекенсен шучĕ ỹснĕ. 275 çынран 143 арçын, 132 хĕр арăм хĕреслĕ яла кайнă, ку пĕлтерхинчен 21 çын ытларах.

Кăçал 116 мăшăр çемье çавăрнă. Анчах та уйрăлакансен шучĕ ỹсни пăшăрхантарать. Çак кăтарту пĕлтĕрхинчен те самай ытларах.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика