АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç мĕнне пĕлмен арçын _ усалпа шуйттан тарçи

19 июля 2014 г.

ТĂХХĂРМĔШ теçеткене пуснă ĕç ветеранĕ, туя çине çеç таянса утакан иккĕмĕш ушкăн инваличĕ хаçат редакцине район центрĕ çывăхĕнчи пĕр ялтан ахаль çеç е вăхăт ирттерме килменни тỹрех паллă. Чунĕ кỹтсе килнĕ Праски аппа хăйĕн пăшăрханăвне пайлама пирĕн пата çитнĕ. Тăватă ача амăшĕ ватлăхăн юлашки тапхăрне канлĕ ирттерес тĕллевпе пулăшу шырать. Ку таранччен вара, хăй калашле, вутпа çулăм хушшинче çеç пурăннă. Аллă çула çывхаракан услап ывăлĕшĕнех унăн мĕн чухлĕ çỹçĕ шурман-ши? Çын пурлăхне çаратнăшăн çичĕ хутчен суд сакки çине ларма ĕлкĕрнĕ услап вун икĕ çул тимĕр решетке леш енче кирпĕч шутланă. Çапах та хăйне пурăнмалăх ăс пуçтарайман, çав-çавах ниçта та ĕçлемест, эрех-сăра серепинчен тухаймасть, хăйне чун панă амăшне те алă çĕклеме хатĕр тата ытти те. Урăхла каласан, усалпа шуйттан тарçине çаврăннă ывăлĕпе пурăниччен пĕччен канлĕ пурăнма шутлать кинемей.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика