АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренни _ çутă…

19 июля 2014 г.

 Шкулсенче ăсату каçĕсем те кĕрлесе иртсе кайрĕç. Ĕнерхи вĕренекенсенчен нумайăшĕ паян абитуриент. Пурнăç çулĕпе тĕллевлĕ утма професси илес шутпа вĕсем аслă шкулсене, техникумсене, училищĕсене вĕренме кĕме ыйтса заявлени çырма, документсене пама та ĕлкĕрчĕç. Ĕмĕчĕсем пурнăçланасси вара патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене мĕнле тытнинчен килет. Кăçалхи кăтартусем еплерех-ши? Шăпах çак тĕллевпе район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн начальникĕн çумĕпе Н. Федоровапа тĕл пулса сăмах пуçартăмăр.

_ Наталья Николаевна, миçе ача патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне тытнă тата тĕрĕслев витĕр пурте тухайнă-и?

_ Экзамена пирĕн районтан 341 ача хутшăнчĕ. Унтан вăтам шкултан вĕренсе тухнисем 320-ĕн, каçхи пĕлỹ çуртĕнче ăс пухакансем - 15-ĕн, пĕлтĕрхи выпускниксем 6-ăн пулчĕç. Т

ĕрĕслев витĕр 97,8 проценчĕ тухрĕ. 20 вĕренекен (Туçари, Турханти, Аслă Чементи, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш, Алманчăри, Шăнкăртамри пĕрремĕш, Феизов ячĕллĕ шкулсенче ăс пухакансем тата каçхи шкулта вĕренекенсем 9-ăн) вăтам шкултан вĕренсе тухнине çирĕплетекен аттестата кăтартусем палăртнинчен пĕчĕккипе алла илеймерĕç.

_ Экзаменра пĕчĕк балл пухнисем хăйсен пĕлĕвне тепĕр хут тĕрĕслеме пултараççĕ-и?

_ Кунта экзамен тытайманнисем тĕрĕслевсем вĕçленнĕ хыççăн Шупашкарта тепĕр хут ыйтусем çине хуравланă. Хăшĕ-пĕрин, чăнах та, балĕсем малтанхинчен лайăхрах пулчĕç. Анчах вырăс чĕлхипе _ 4, математикăпа 18 выпускникăн кăтартăвĕсем пĕрех начар. Вĕсем халь çитес çул кăна патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне кĕрееççĕ.

_ Выпускниксем хушшинче 100 балл таран пухайнисем пур-и?

_ Иртнĕ çулсенче пулнă, анчах кăçал _ çук. Вырăс чĕлхипе тата литературипе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕреннĕ Д. Салиховăн 98 балл пулнă. Районĕпе 95 баллисем _ виççĕн, 10 ача 90 тата унтан кăшт пысăкрах балл пуçтарнă. Математикăпа вара 2 ача кăна _ Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата Ыхра Çырминчи вăтам шкул выпускникĕсем _ 80 балл ытла пухнă.

_ Хăш шкулта вĕренекенсен экзамен кăтартăвĕсем лайăх?

_ Вырăс чĕлхипе тата математикăпа пурин те экзамен тытмаллине шута илсе икĕ предмет кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн çакна калама пулать: Ыхра Çырминчи (вăтам кăтарту 58,05 балл), Патăрьелĕнчи пĕрремĕш (57,16), Хирти Пикшикри (55,2) вăтам шкулсенче вĕренекенсем аван тытнă.

_ Наталья Николаевна, ППЭ йĕркине пăснипе кăларса янă тĕслĕхсем пулнă-и?

_ Вĕренекенсене патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне кĕнĕ чухне тимĕр шыракан хатĕрпе тĕрĕслесе кĕртнĕ пулсан та хăшĕ-пĕри кĕсье телефонне илсе кĕме май тупнă. Анчах классене видеокамерăсем вырнаçтарнăран пурте алă тупанĕ çинчи пекех курăнни пирки манса кайнă пулас вĕсем. Темиçе вĕренекене телефонпа, çавăн пекех справочниксемпе усă курнăшăн экзаменран хăтарнă.

_ Патшалăхăн пĕрлĕх-лĕ экзамен кăтартăвĕсем пирĕн районăн, республикăрипе танлаштарсан, мĕнлерех?

_ Кăçал кăтартусем пур предметпа та республикăринчен пĕчĕкрех. Çитес çул ачасем экзамена пурте тĕплĕ хатĕрленессе, вĕренỹ патне тимлĕх ытларах уйăрасса шанас килет.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика