19 июля 2014 г.
Коммуналлă пулăшу тỹлевĕсем 2014 çулхи пĕрремĕш çур çулта ỹсмен, вĕсем 2013 çулхи раштав уйăхĕнчи пекех пулнă.
Апла пулин те кăçалхи иккĕмĕш çур çултан _ утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа комуналлă пулăшу тỹлевĕсем хакланчĕç. Çапла майпа çурта е хваттере хутса ăшăтнăшăн, электроэнергипе, çут çанталăк газĕпе, сивĕ тата вĕри шывпа усă курнăшăн, шыва юхтарса кăларнăшăн çĕнĕ тарифсемпе тỹлеме тытăнтăмăр.
Кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа яллă вырăнта электроэнергипе усă курнăшăн _ 1 киловат сехетшĕн 1 тенкĕ те 83 пус, çут çанталăк газĕпе усă курнăшăн _ 1 кубла метршăн _ 4 тенкĕ те 69 пус тỹлемелле.
Социаллă хỹтлĕхсĕр граждансене комуналлă пулăшу тỹлевĕшĕн субсиди параççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)