АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕрке те, тăнăçлăх та _ пĕрлехи вăйпа

19 июля 2014 г.

Çак кунсенче РФ шалти ĕçсен министерствин районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕнче оперативлă службăн ултă уйăхри кăтартăвĕсене пăхса тухнă. Унта район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов, Шăмăршă районĕн администраци пуçлăхĕн çумĕ Владимир Петьков, республикăри шалти ĕçсен министерствин ертỹçин çумĕ, полици полковникĕ Валерий Жуковец, Патăрьелпе Шăмăршă районĕсен прокурорĕсем Ю.Фуражниковпа Сергей Егоров, районти полици ветеранĕсен Канашĕн председателĕ Аркадий Якимов хутшăннă.

"Батыревский" уйрăм начальникĕ, полици подполковникĕ Андрей Фомин çур çулхи итогсемпе паллаштарнă. Çак тапхăрта Патăрьел районĕнче полици ĕçченĕсем тăнăç пурнăç йĕркине пăснă 173 ĕç пăхса тухнă, вĕсенчен 138-не уголовлă майпа айăпланă. Маларах асăннă тапхăрта уйрăмах çынсем çине вăрă-хурахла тапăннипе, хулиганла ĕçсене уголовлă майпа айăплассипе çыхăннă ĕçсем лайăхланнă. Çулталăк пуçланнăранпа йĕрке хуралĕн сотрудникĕсен пулăшăвĕпе тата вĕсем тỹрремĕнех явăçнипе ĕçе тăрă шыв çине кăларасси 95,6 процента çитнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, преступленисен шучĕ 23,3 процент чакнă. Вырăнсенче профилактика ĕçне вăйлатни, влаç органĕсем тỹрремĕнех хутшăнса явăçни те преступленисене уçса парас ĕçре чылай пулăшать.

Çапах та полици ĕçченĕсене ку лăпланма памасть, вĕсене йывăр преступленисен шучĕ ỹсни канăçсăрлантарать. Ултă уйăхра: икĕ çынна сĕмсĕррĕн вĕлернине, аскăн шухăшпа пусмăрланă пĕр тĕслĕх, экономика преступленийĕпе çыхăннă 8 факта, наркотикпа усă курнă икĕ хура ĕçе тата ыттисене те пăхса тухнă. Граждансем обществăлла вырăнта йĕркене пăснă тĕслĕхсен шучĕ 29 процент ỹснĕ. "Безопасное муниципальное образование" программăна пăхăнса Патăрьелĕнче - 11, Шăмăршăра - 6 видеокамера лартнă. Çак аппаратсем пулăшнипе 44 преступление (Патăрьелĕнче - 24, Шăмăршăра - 20) çийĕнчех тупнă.

ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕсем районта пулакан аварисен шучĕ чактăр тесе тĕрлĕрен профилактика мероприятийĕсем, ятарлă операцисем тăтăшах йĕркелеççĕ пулин те йĕркене пăсакансем çав-çавах тупăнаççĕ. Çул-йĕр правилисене пăснă тĕслĕхсен шучĕ 2 процент ỹснĕ. Иртнĕ çулта "Ỹсĕр водитель" операцинче 100 тĕслĕх тупса палăртнă пулсан, кăçал _ 63, кăтарту 37 процент чакнă. Штрафсене вăхăтра тỹлеменнисен шучĕ 136 процент ỹснĕ. Пĕлтĕр 19 протокол çырнă пулсан, кăçал вара _ 45. Район полицийĕн начальникĕ Андрей Васильевич каланă тăрăх, йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем кăçалхи ултă уйăхра пĕтĕмĕшле илсен право йĕркине пăснă 2790 тĕслĕх тупса палăртнă, пĕлтĕрхипе танлаштарсан преступленисен шучĕ 10,5 процент чакнă.

_ Оперативлă кăтартусем начар мар. Йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем хăйсен тивĕçне чун-чĕререн пурнăçлама тăрăшни сисĕнет. Анчах та манмалла мар: кирек мĕнле преступление те оперативлă тата тĕрĕс уçса парасси - полици сотрудникĕсен тĕп тивĕçĕ. Пирĕн ĕçре уççăнлăх, служба дисциплинипе саккунлăха çирĕп пăхăнни, оперативлă шырав ĕçĕ-хĕлĕнче ку чухнехи меслетсемпе усă курни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ун чухне кăна халăх лăпкă пурнăçпа пурăнĕ, _ пĕтĕмлетнĕ хăйĕн шухăшне ЧР ШĔМĕн представителĕ, полици полковникĕ В. Жуковец.

Н. МАЗЯКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика