АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СИРĕН АЧĂРСЕМ ĂçТА?

23 июля 2014 г.

Çуллахи шăрăх кунсенче хуласемпе ялсенче пурăнакан çынсем шыв хĕрринче çăлăнăç шыраççĕ, шыва кĕрсе уçăлни вĕри çанталăка тỹссе ирттерме пулăшать. Шел пулин те, кун пек чухне пĕве хĕрринче канакансем асăрханулăхпа тим-лĕх çинчен манса каяççĕ. Çакă вара йывăр çухатусем патне илсе çитерет. Нумай пулмасть Йĕпреç районĕнчи Энтриел ял тăрăхĕнче пурăнакансем пĕчĕк ачана юлашки çула ăсатрĕç, вăл хăйсен килĕнчен инçех те мар вырнаçнă пĕвере путса вилнĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Енри шыв объекчĕсем çинче 22 хутчен инкек сиксе тухнă, вĕсенче 16 çын (çав шутра 6 ача) пурнăçĕ татăлнă, 8 çынна çăлса хăварнă. Иртнĕ çулхи çав тапхăрта 27 инкек пулнă, 22 çын (çав шутра 5 ача) путса вилнĕ, 5 çынна çăлнă. Инкексем пурте тенĕ пекех шыва кĕме ятарласа хатĕрлемен вырăнсенче пулнă.

Çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасем ялсенче, сывлăха çирĕплетмелли лагерьсенче канаççĕ. Аслисемсĕрех шыва кĕме те çỹреççĕ. Ашшĕ-амăшĕ кун пек чухне хăйсен ачисен канăвне хăрушлăхсăр йĕркелеме пултараççĕ-и?

Пĕве хĕрринче час-часах сăра е тата хаяртарах шĕвексем ĕçсе ларакан çамрăк ашшĕ-амăшĕсен ушкăнĕсене те тĕл пулма тỹр килет. Алкогольпе хастарланнисем шыва кĕрсе хăйсен "паттăрлăхне" кăтартма тытăнаççĕ, кун пек чухне вара инкек пуласса кĕтсех тăр. Çитменнине вĕсем тата хăйсен ачисем çинчен те манса каяççĕ. Пĕчĕккисемпе те инкек сиксе тухма пултарать.

Хаклă çыннăмăрсем! Енчен те сирĕн пĕлмен вырăнти пĕвере е кỹлĕре шыва кĕрсе уçăлас килчĕ пулсан, асăрхануллăрах пулăр. Пĕвен тарăнăшне, ун тĕпĕнче мĕн выртнине пĕлмесĕр шыва ан чăмăр. Шыва кĕме ятарласа уйăрнă вырăна кăна кайăр.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем, аслашшĕсемпе асламăшĕсем, кукашшĕсемпе кукамăшĕсем! Мăнукăр яла канма килчĕ пулсан, сирĕн çине пысăк яваплăх тиенни çинчен самантлăха та ан манăр. Ачасене шыва кĕме хăйсене тĕллĕн ан ярăр!

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика