26 июля 2014 г.
Пĕлтĕр Раççейре ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче 3,8 пин санкцилемен çỹп-çап купи тупса палăртнă Россельхознадзорăн инспекторĕсем. Çакă вара 5,5 пин гектар сухаланмасăр юлнине кăна мар, ăпăр-тапăр япала айĕнче пăнтăхланса япăхса выртнине пĕлтерет.
Специалистсем палăртнă тăрăх, тирпейсĕрлĕх вырăнĕсем йышлă пулнинче муниципалитет йĕркеленĕвĕн органĕсен айăпĕ пысăк. Тĕрĕсрех каласан, Федерацин "Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелессин пĕрлехи принципĕсем çинчен" 131-мĕш саккунĕпе килĕшỹллĕн йăлари каяшсене пухассине тата ятарлă вырăна кайса тăкассине тивĕçлĕ шайра йĕркелемеççĕ е çителĕксĕр ĕç-леççĕ.
Чăваш Республикин тĕп хулине хăтлă та тирпейлĕ тесе хаклаççĕ. Анчах районсем пирки çапла калама çук-ха. Чи малтанах хуçасăр çĕрсем куçа тăрăнаççĕ. Çỹп-çаппа тем чухлĕ кĕрешсен те унтан хăтăлса пĕтменнине çирĕплетеççĕ асăннă службăн республикăри управленийĕн ĕçченĕсем. Пĕлтĕр, сăмахран, кирлĕ мар япаласем саркаланса выртнă 37 лаптăк куç тĕлне пулнă.
Çакнашкал çитменлĕхсене пĕтерес ĕç çулсерен вăйланса пырать темелле, анчах йăлари каяшсен куписем тупăнсах тăраççĕ. Сăмах май, çак сăлтавпа юлашки çулсенче Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Патăрьел районĕсенчи ял тăрăхĕсен администрацийĕсене явап тыттарнăччĕ.
2009 çулта сăмахран ял тăрăхĕн 27 ертỹçине тата предприятисен 5 пуçлăхне ку енпе ытларах вăй хумаллине ăнлантарса предписани панă. Пĕтĕмпе 52 лаптăк шар курни çиеле тухнă. Çавăн пекех кайăк-кĕшĕк каяшĕпе вараланнă 37,6 гектара йĕркене кĕртме хистенĕ инспекторсем.
2010 çулта асăрханă 52 çỹп-çап купине те инспекторсен калаçăвĕ хыççăн вырăнта çийĕнчех пуçтарса тирпейленĕ. Тĕрĕслевччен маларах çак ĕçе пурнăçланă пулсан 32 ял тăрăхĕн ертỹçине явап тыттарма сăлтав та пулмĕччĕ.
2011 çулта Россельхознадзортан ял хуçалăх çĕрĕсен тирпейлĕхне тата тасалăхне ятарласа тĕпчемелли çинчен калакан çыру килнĕ. Чăваш Республикинче çỹп-çап пăрахма ирĕк панă 25 вырăн пурри çинчен пĕлтернĕ район администрацийĕсенчен. Анчах акма е пахча çимĕç лартса ỹстерме юрăхлă çĕрсем çинех тем те пĕр ывăтнă тĕслĕх те чылай-мĕн - 357 купа.
Пур районта та тенĕ пекех (Улатăр, Куславкка, Муркаш, Тăвай районĕсемсĕр пуçне) ял тăрăхĕсен ертỹçисене административлă майпа айăпланă: Канаш тата Шупашкар районĕсенче _ 7-шер, Красноармейски районĕнче _ 6, Сĕнтĕрвăрри районĕнче _ 5, Элĕк тата Патăрьел, Хĕрлĕ Чутай, Вăрмар районĕсенче 4-шар.
Çакна та каламалла, ахаль çынсен те яваплăх туйăмĕ "хавшак". Вĕсен лаптăкĕсенче йăлари каяшсем сапаланса выртнă 302 тĕслĕхе шута илнĕ. Етĕрне, Куславкка, Патăрьел çыннисене штарфланă.
Кунпа пăнчă лартмастăп-ха эпĕ. Ку - калаçу пуçламăшĕ кăна тенĕ пулăттăм. Мĕншĕн тесен кăçал та çак ĕçе малалла тăсĕç.
Н. ВАСИЛЬЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)