26 июля 2014 г.
Июлĕн 22-мĕшĕнче район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче ялсенче сывлăх тĕлĕшĕнчен сусăр çынсене кирлĕ вырăнсене кĕрсе тухма çăмăллăх туса парас тĕлĕшпе тимлекен комиссин ларăвĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕрентỹ, социаллă аталану, информаци тивĕçтерĕвĕ тата архив ĕçĕсен пай пуçлăхĕ В. Осипов ертсе пычĕ.
Валерий Владимирович сывлăх тата социаллă аталану Министерствин йышăнĕвĕпе паллаштарчĕ. Унпа килĕшỹллĕн хамăр районта сывлăх тĕлĕшĕнчен ыттисенчен уйрăлса тăракансен проблемисене шута илсе, вĕсене пурăнма хавхалантарас тĕлĕшпе 13 çынран ятарлă комисси йĕркелерĕç, председательне В.В.Осипова суйларĕç.
Ларура комиссин малашнехи ĕç планне çирĕплетрĕç, районта инвалидсене мĕнлерех çăмăллăхсем туса пама май пуррине, хăш организацисемпе учрежденисенче пантуссемпе тата ытти çăмăллăх мелĕсем тумаллине палăртрĕç.
Сăмах май каласан, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тĕрлĕ ушкăнри виçĕ пин ытла инвалид шутланать. Вĕсенчен 201шĕ _ ачасем. Çакна шута илсе çулталăк вĕçлениччен 12 шкула Раççей Федераципе Республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрнă та ĕнтĕ. Шкул ертỹçисем проектсене хатĕрленĕ, халĕ аукционсем ирттерес ĕç пырать.
Комисси членĕсем тепĕр кунах Шăнкăртамри пĕрремĕш тата Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулсенче пулчĕç. Гельсирень Абейдулловапа Людмила Софронова директорсем çак çивĕч ыйтусен проекчĕсемпе паллаштарчĕç, кăçалхи вĕренỹ çулĕ пуçланиччен ĕçсене вĕçлеме шантарчĕç.
Районти социаллă хỹтлĕх центрĕн директорĕ Анисия Воробьева комисси членĕсене районĕпе пурĕ 737 объетсенче инвалидсене кĕрсе тухма меллĕ майсем тума палăртни çинчен пĕлтерчĕ.
Н. МАЗЯКОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)