АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "ПОГРАНИЧНИК МАН ПИЧЧЕ, ХĕВЕЛ ТУХĂç ЧИККИНЧЕ…

26 июля 2014 г.

" Аслă çулхи çынсем çакнашкал сăвă йĕркисене манман-тăр-ха. Салтак тумне тăхăннă пограничниксен хисепĕ паян çеç мар, ĕлĕкех çỹлти шайра шутланнă. Симĕс тумлă çар çыннисем тăван çĕр-шыв чиккине куç шăрçине упранă евĕр сыхă тăнинчен лăпкă та тăнăç пурнăç килнине кашниех лайăх ăнланнă.

Юлашки çулсенче республикăри "Пограничное братство" обществăлла организацин хастарлăхĕпе пуçарулăхне тăтăшах асăрхама пулать. Тĕрлĕ çулсенче чикĕ хуралĕнче пулнă салтаксем пĕр вăя пĕрлешсе мероприятисем йĕркеленине, ыр кăмăллăх акцийĕсене хутшăнса йывăрлăха кĕрсе ỹкнисене алхапăлах алă тăсса панине, хăйсен ят-сумĕпе хисепне çĕре ỹкермесĕр вырăнсенче палăксем уçма кар тăнине тата ытти пархатарлă утăмĕсене те ырламалла çеç. Пулас салтаксен, çамрăксен чунĕсенче патриотизм туйăмне вăратмалли ырă пулăмсем ку чухне татах та йышлă, вĕсене малалла та шутласа кайма пулать.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи чикĕ хуралçисен пĕрлĕхĕ те ку тĕлĕшпе республикăра кăтартуллисен шутĕнче. Çак кунсенче Патăрьелĕнче пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайнă Анатолий атте (Сорокин Анатолий Дмитриевич) пограничник-афганеца асра тытса тата хисеп туса турнир йĕркелерĕç.

Тĕл пулăва республикăри "Пограничное братство" обществăлла организацин правлени председателĕ Анатолий Шорников, район администраци пуçлăхĕн çумĕ _ строительство, обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пай пуçлăхĕ Валерий Краснов, Канаш, Вăрнар, Комсомольски, Шăмăршă районĕсенчи, Шупашкарти пĕрлĕх хастарĕсем, ветерансем хапăл тунă. Йăлана кĕнĕ йĕркепе чикĕ хуралçисем ку тĕнчерен ĕмĕрлĕх тĕнчене куçнă юлташĕсен канлĕхĕшĕн пĕр минут шăп тăнă хыççăн Тăрăн чиркĕвĕн картишĕнче канлĕх тупнă Анатолий атте вил тăпри çине, Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк тата çар комиссариачĕ умĕнчи танк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Тĕл пулу парнесемсĕр те иртмерĕ. Обществăлла пĕрлĕхĕн правлени председателĕ Анатолий Борисович чикĕ хĕрринчи службăра хăйсен тивĕçне пурнăçланă салтаксене медальсем, уйрăм хастарсене Хисеп хучĕсем парса чыс турĕ, ырă йăлана малалла та тăсса пĕрлехи мероприятисене час-часах ирттерме сĕнчĕ. Сăмах май каласан, республикăри пограничниксен пуçарулăхĕпе пултарулăхне палăртмасăр та иртеймĕн. Кăçал çеç вĕсем хăйсен вăйĕпе ултă районта капăр палăксем уçнă.

Кăнтăр районĕсен благочиннăйĕ пулнă Анатолий атте ячĕпе йĕркеленĕ турнира хапăл тунисене Сăкăт ял тăрăх депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ, хастар чикĕ хуралçисенчен пĕри Николай Тинюков тав сăмахĕ каларĕ, кĕскен пачăшкăн пурнăçĕпе паллаштарчĕ, спорт тупăшăвĕнче лайăх кăтарту тума пурне те ăнăçу сунчĕ.

Мероприятин тепĕр пайĕ Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта малалла тăсăлчĕ. Тĕрлĕ çулта çĕр-шыв чиккинче сыхă тăнă салтаксем мини-футболла, волейболла выляса тупăшрĕç, вĕрен туртса, пукан йăтса вăйĕсене виçрĕç, ĕлĕкхине аса илсе пăшала хăвăрт сỹтсе пуçтарассипе ăсталăхне кăтартрĕç... Çĕнтерỹçĕсем кашни тупăшурах хĕрỹ кĕрешрĕç, вăйлинчен вăйлисем парнесене тивĕçрĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле техĕмлĕ салтак шỹрпине те тутанчĕç. Çапла асра юлчĕ çак кун пограничниксемшĕн.

Республика шайĕнчи турнира ăнăçлă ирттерсе ярас тĕллевпе укçа-тенкĕпе пулăшнă Р. Санзяпова, "Исток" агрофирмăри И. Соловьева, "Стройкомфорт" тулли мар общество ертỹçине М. Алимова, М. Янешев, А. Трифонов, М. Хамбиков предпринимательсене, ТПК "Шыгырданы", "Булат" общество ертỹçисене А. Куртлюковпа З. Халитова тата Р. Абдулвалеева, "Красное знамя" хуçалăх ертỹçине П. Никифорова, "Престиж" автошкул ертỹçине Б. Кузнецова пограничниксен районти организацийĕ чĕререн тав тăвать, малашнехи ĕçре ăнăçу сунать.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика