30 июля 2014 г.
ПУРĂНМАЛЛИ çурт-йĕрпе тата комуналлă çăмăллăхсемпе усă курнăшăн кашни уйăхрах вăхăтра тỹлемелле. Хăш-пĕр çемьесене вара укçа-тенкĕ çитсе пымасть. Çакна шута илсе патшалăх вĕсене субсиди уйăрса парать.
Çулталăк пуçланнăранпа районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан пая субсиди ыйтса 573 ытла çемье заявлени çырнă. Вĕсен ятарлă счечĕсем çине тата почта уйрăмĕсене 3169,7 пин тенкĕ куçарса панă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)