30 июля 2014 г.
ЙЫТĂ _ çыннăн тусĕ теççĕ, анчах та кил-çуртсăр, çапкаланса çỹрекеннисем хаярлансах пыраççĕ. Выçăскерсем выльăх-чĕрлĕхе, хур-кăвакала, пĕччен çынсене тапăнни те пулкаланă. Кукăр хỹресем Тăрăн ялне те пырса çакланнă-мĕн, тỹрех çырмара ларакан хур-кăвакала куç хывнă. Иртнĕ шăмат кун çакскерсем ялти пилĕк çемьене шар кăтартнă: 24 хура туласа пĕтернĕ. Ватăсем калашле, тытманни - вăрă мар. Çавăнпа та çилпе вĕçсе кайнă тăкак хакне никам та саплаштараймĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)