30 июля 2014 г.
РАЙОНТИ ял хуçалăх техникумĕнчен çулсеренех тĕрлĕрен специальнăçпа çамрăксем вĕренсе тухаççĕ. Техникумра автомеханика тĕп професси шутланать пулин те тракторист-машиниста, повар-кондитера та вĕрентеççĕ. Кунта çавăн пекех ЭВМ операторĕ, çĕвĕç, "А", "В", "С", "Д" категориллĕ водительсен специальноçне те илме пулать. Вĕренекенсене апатлантараççĕ те, стипендипе те тивĕçтереççĕ. Хамăр тăрăхрах професси илес текенсемшĕн питĕ меллĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)