30 июля 2014 г.
КУ ЧУХНЕ пирĕн районта та тĕрлĕрен банк çăмăллăхĕсемпе усă куракансем йышлансах пыраççĕ. Валюта курсĕпе кредит илмелли ставкăсене сăнаса та танлаштарса тăракан халăх камăн клиенчĕ пулассине хăйех суйласа илет. Ку тĕлĕшпе "Россельхозбанкăн" Патăрьелĕнчи филиалĕнче ял халăхне хушма хуçалăха аталантарма паракан (ЛПХан) çăмăллатнă кредитпа уйрăмах анлăн усă курнине палăртмалла. Банк управляющийĕ Рудольф Селиванов çак кунсенче хаçат редакцине çапла пĕлтерчĕ: "Июлĕн 23-мĕшĕнчен "Успешный партнер" программăпа килĕшỹллĕн ял çынни патшалăхран 13,5 процентпа кивçен кĕмĕл илме пултарать. Кирлĕ хутсене специалистсем патне çитернĕ хыççăн вара унăн пĕр пайне унченхиллех тавăрса параççĕ. Çавăнпа та ЛПХ проценчĕ ỹснĕ текен хыпар-хăнара тĕпе хумалла мар".
Сăмах май каласан, маларах асăннă банк çеç Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансене ку таранччен тăват çĕр ытла çын ячĕпе кредит панă. Унсăр пуçне ытти банксем урлă та çак çăмăллăхсемпе усă курнисем йышлăн.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)