30 июля 2014 г.
ИЮЛЬ уйăхĕн çурринчен пуçласа сентябрĕн 30-мĕшĕччен Мускаври "Ĕç тăвакан органсене тата йĕркелĕхе сыхлакан тытăмсене информаципе право енчен пулăшакан центр" пуçарнипе Пĕтĕм Раççейри "Ял çамрăкĕсем" конкурс ирттереççĕ. Ун тĕллевĕ _ ял хуçалăхĕнчи профессисен ят-сумне çĕклесси, ял тăрăхĕсене аталантарассипе пухнă ырă тĕслĕхе анлăрах сарасси, вырăнти влаç органĕсемпе бизнес халăхпа çыхăнса ĕçлес енĕпе пухнă опыта тишкересси. Конкурса виçĕ пая уйăрнă: "Эпĕ суйласа илнĕ професси", "Пирĕн район аталанăвĕ", "Тăван тавралăх илемĕ". Тупăшăва аслă тата ятарлă вăтам пĕлỹ паракан учрежденисенче вĕренекенсем, ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекенсем, тăван кĕтес илемĕшĕн ырми-канми тăрăшакансем хутшăнасса шанаççĕ. Материалсене электрон почтипе ямалла: ano@ano- info.ru. Тĕплĕнрех 682-77-87 номерпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)