АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Поэзи кĕтесĕ

30 июля 2014 г.

Тавах сире, атте-анне

 

Атте-анне, эсир халь çук,

Çапах асăмран каяс çук

_ Юмахри пек ачалăхăм,

Чипер те çепĕç яшлăхăм.

_ Ĕçле ачам, ан ỹркенсем,

Мĕн пĕлейместĕн _ вĕренсем,

Вĕреннĕ çын ăста пулать,

Ĕмĕтсемпе малта пырать,

_ Тесе каланă пиллĕхне,

Ун чух пĕлмен хакне виçме.

Хĕрĕх çултан иртсен анчах

Шутла пуçлатпăр самаях.

Мĕн-ма тесен _ хамăр анне.

Пур мăнуксемшĕн _ асанне.

Кая юлман, калар пĕрле:

Тавах сире атте-анне!

 

Вỹрентекенсене - аслç ỹăтешсене

 

Чăннипех те сирĕнпе

Эпир тивĕç мухтанма:

Сирĕн пурнăç йĕркипе

Пурте пĕлеймес утма.

Аслă ят _ Вĕрентекен

_ Турă янă пиллĕхрен

_ Сирте вăл паян кунччен,

Пурăнтăрччĕ çĕр çулччен.

Эсир тунă çитĕнỹ

_ Ачасемшĕн вĕренỹ.

Апла пуçа пĕкер мар,

Пулнă, пур, татах пулар!

 

Тунсçха сирсем

Хура кĕр хуçа халь пирĕн таврара.

Тунсăх та кичемлĕх манăн чунăмра.

Анчах ку кичемлĕх саманта кăна

Часах шурă юрĕ витĕ таврана.

Хĕл чăнах та вăрăм пирĕн тăрăхра,

Кăмăлпа çемçе вăл _ сивĕсем сайра.

Час кĕтсе илетпĕр çамрăк

Çĕн çула, Чунăм ватăлмасть-çке, вăл чĕнет мала.

Хĕл иртсен çĕкленĕ ешĕл çуркунне,

Манса кай, тăванăм, ху миçерине,

Çур пек çĕнелсем эс, вăй-хăват хушса

Тунсăха ан парăн, пурăн савăнса.

 

Ăурхи ỹмỹт-туйçм

Сар хĕвелĕ çĕре çупăрлать,

Çут тĕнче ыйхăран вăранать:

Шурă юр куççульпе шăранать,

Çур хуçине часах парăнать.

Çутă кун таврара _ хуçара,

Ача-пăча хавас вăйăра.

Çут хĕвелĕ кулса пăхнă чух

Хĕпĕртет, çĕкленет ачаш чун.

Ача çеç-и, ватти те паян

Хĕвел çине тухнă йăваран:

Ăшă вăркăш ăна çупăрлать,

Çепĕç туйăм чунра вăратать.

Акă çитрĕ ачаш çуркунне,

Çĕнетсе капăрлать тĕнчене.

Тен, пире те вăл, ватăсене

Хăват парĕ тăсма кун-çулне.

Ăçкçра хаклçр Кашни асра тытăр:

Чи тутли вăл _ Çăкăр.

Çăкăр пур сĕтел çинче

_ Апат хатĕр ир çинче.

Пĕр курка сĕт пултăр,

Çи те _ шкула сăтăр.

Татах асра тытăр:

Чи хакли те _ Çăкăр.

Таса алпа тытăр,

Пĕр тĕпретми çыртăр,

Мухтăр çĕрĕн ĕçченне,

Чыслăр унăн ыр ĕçне,

Сарă кăпăш çăкăра

Вăл ỹстернĕ тар тăкса.

Çĕлĕке хывса хурса

Саламлар пуçа тайса.

Çĕрĕм сывă пултăр,

Ун хуçи ыр куртăр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика