АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăха пысăк пулăшу

02 августа 2014 г.

РАЙОНТА нумай функциллĕ центр (МФЦ) уçăлнăранпа çулталăк иртрĕ. Унăн ертỹçи В. Медведев хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, çак тапхăрта центр 2545 çынна йышăннă, 1570 гражданин консультаци илнĕ. Ытларахăшĕ куçман пурлăхпа усă курмалли правăна регистрацилесси, куçман пурлăха патшалăх кадастрĕн учечĕ тăвасси, Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспортне улăштарма, ачана уйăхсерен тỹлесе тăракан пособи илме, пурăнмалли çурт-йĕрпе тата коммуналлă çăмăллăхсемпе усă курнăшăн, строительство ĕçĕсем валли, çурт-йĕр лартма çĕр участокĕ илме документсем хатĕрлесси пирки килнĕ. Çынсен терминал шыраса та хăшкăлмалла мар, вăл кунта юнашарах пур. Çак ыйтусемпе районти 16 библиотека ĕçлет, вĕсем ял халăхне муниципалитетăн 59 çăмăллăхĕпе пулăшма пултараççĕ.

Сăмах май аса илтеретпĕр: районти МФЦ район администраци çурчĕн пĕрремĕш хутĕнче вырнаçнă. Кунта ĕçлекенсемпе 8(83532) 6-13-60 телефон номерĕпе çыхăнма май пур.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика