02 августа 2014 г.
ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас, тĕрлĕ çулхи çынсене физкультурăпа спорта явăçтарас тĕллевпе час-часах турнирсем йĕркелеççĕ, массăллă спорт мероприятийĕсем ирттереççĕ. Августăн 8-мĕшĕнче "Паттăр" стадионта физкультурниксен кунне халалланă уявра та ял тăрăхĕсенчи, организаци-предприятисенчи уйрăм хастарсем хăвăрт чупассипе, алă вăйне виçессипе, мини-футболла выляссипе, кире пуканĕ йăтассипе тата ытти енĕпе те тупăшĕç. Кирек мĕнле ăмăртура та вăйлинчен вăйлисем тупăнаççех. Хальхинче те вĕсене оргкомитет положенийĕпе килĕшỹллĕн Хисеп грамотисем парса чыс тăвĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)