02 августа 2014 г.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, кашни çулах çурла уйăхĕн 1-31-мĕшĕсенче "Трактор" операци-уйăхлăх иртет. Ăна патшалăх техника асăрханăвĕн инспекцийĕпе ЧР Шалти ĕçсен министерстви пĕрле йĕркелеççĕ.
Çак тапхăрта уйрăм çынсен, ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен тата ытти организацисен тракторĕсене тĕрĕслеççĕ. Юсавсăр, техника хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене тивĕçтермен хурçă "утсене" тупса ĕçре усă курассинчен хăтараççĕ. Мероприятие йĕркелесе ирттерсе яма ятарлă комисси тунă.
Операци-уйăхлăх вăхăтĕнче комисси членĕсем ял тăрăхĕсене тухса çỹреççĕ. Тракторсемпе прицепсене, хăй тĕллĕн çỹрекен ытти машинăсене тĕрĕслеççĕ. Вĕсем техникăна патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларнине, хурçă "ута" çỹретме ирĕк паракан документ пуррине пăхаççĕ, кивелнисене регистрацинчен кăларассине тимлĕх уйăраççĕ.
И. ВАСИЛЬЕВ, Гостехнадзорăн районти аслă начальникĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)