02 августа 2014 г.
Вырма ĕçĕсем майĕпен вăй илсе пыраççĕ. Кăçал районĕпе 18521 гектартан тыр-пул пухса кĕртмелле. Ĕнерхи кун тĕлне 2872 гектарта е мĕн пур лаптăкăн 16 процентĕнче ĕçе вĕçленĕ. Комбайнсен ытларах пайĕ кĕрхи культурăсен анинче ĕçлет. "Красное знамя" (40 гектар), "Труд" (32), "Сидели" (20) "АгроМир" (10) хуçалăхсенче çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене те çапса тĕшĕлеме пуçăннă. Тухăç пĕр гектартан вăтамран 21,8 центнер тухать. "Батыревский" (38,2 центнер), "Малалла" (25,5), "Корма" (25), "АгроМир" (25), "Движение" (25), "Труд" (24,6), "Красное знамя" (24,5), "Исток" (23,2), "Звезда" (22,8) хуçалăхсенче кăтарту пысăкрах.
Уй-хирте пурĕ 21 комбайн ĕçлет.
Пĕр çул ỹсекен курăксене 2142 гектар çулнă.
Нумай çул ỹсекен курăксен анинче те техникăна курма пулать: 2015 гектара иккĕмĕш хут вырнă. 3483 тонна утă, 16140 тонна сенаж, 570 тонна силос янтăланă.
Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем кĕрхи культурăсене акма 3288 гектар çĕр хатĕрленĕ, 615 гектар çĕртме тунă. 145 гектар сухан-севок кăларнă. Чылай ял хуçалăхра предприятийĕнче, фермер хуçалăхĕнче ăна пуçтарма та пикеннĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)