АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи çивĕч ыйтусене хускатрĕç

02 августа 2014 г.

Йĕрке хуралĕн сотрудникĕсемпе журналистсем тĕл пулса ку чухнехи çивĕч ыйтусене республика шайĕнче сỹтсе явасси, вĕсене халăх патне çитересси пĕрремĕш хут мар. Хальхинче район хаçачĕн ĕçченĕсемпе йĕркеленĕ çакнашкал пресс-конференци Канашра иртрĕ.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен пайĕсем 6889 преступление шута илнĕ (пĕлтĕрхинчен 12,6 процент сахалтарах). Вĕсенчен 4810 хура ĕçе уçса панă, 3347 çынна уголовлă майпа айăпланă. Преступленисен 69,8 процентне тăрă шыв çине кăларни _ Раççей Федерацийĕнчи регионсем хушшинче начар мар кăтарту. Атăлçи федераллă округпа илсен вара пирĕн республика иккĕмĕш вырăнта.

Пресс-конференцире преступленисен 72,3 процентне хуласемпе хула йышши поселоксенче пулнине пĕлтерчĕç. Ялсенче вара çак цифра самай пĕчĕкрех: 27,7 процент.

Кăçалхи ултă уйăхра республикăра çынна вĕлернĕ 52 тĕслĕх (-10,2 проц.), çын сывлăхне ятарласа сиен кỹнĕ 104 тĕслĕх (-1,9 проц.), хĕр арăма мăшкăлланă 30 тĕслĕх (пĕлтĕрхи шайра) пулнă. Çакна та палăртса хăвармалла: иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан ют пурлăха вăрласси 13 процент чакнă. Анчах та малашне автотранспортлă çынсен тимлĕрех пулмалли сăлтав та пур: хурçă ута хăваласа кайнă тĕслĕхсем ỹснĕ (50 тата 67).

Хаçатçăсем умĕнче министерствăн уголовлă шырав управленийĕн начальникĕ, полици полковникĕ Павел Чесанов, министерствăри пĕтĕмĕшле уголовлă йышши преступленисене уçса парас енĕпе районсем хушшинче йĕркеленĕ пай пуçлăхĕ, полици подполковникĕ Евгений Андреев, министерствăн пĕтĕмĕшле уголовлă йышши йĕркелесе ирттерекен преступленисемпе кĕрешес тĕлĕшпе районсем хушшинчи пай пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыраканĕ, полици подполковникĕ Николай Васильев тата министерствăн наркотиксемпе саккуна пăсса усă курнине хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе районсем хушшинче йĕркеленĕ пай пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыраканĕ, полици подполковникĕ Сергей Скворцов тухса калаçрĕç, журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç.

Республикăри ытти районсемпе танлаштарсан, Патăрьел район полицийĕ кăçалхи пĕрремĕш çур çулта начар мар ĕçленине палăртрĕç. Павел Чесанов хăйĕн сăмахĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи йĕрке хуралĕн сотрудникĕсен ырă тĕслĕхне те илсе кăтартрĕ. Шăпах пирĕн полицейскисен оперативлăхĕпе професси ăсталăхне пула Грузинчен республикăна килсе çакланнă преступниксен ушкăнне тытса чарнă.

Сăмах май каласан, пирĕн районта пĕрремĕш çур çулта 150 преступление шута илнĕ, вĕсенчен 95,4 процентне уçса панă. Ытти чылай районсенни пекех, пирĕн тăрăхра та ют пурлăха куç хывса вăрлакансем йышлă. Пресс-конференцире харпăр-хăй автомашиналлă граждансен пурлăхне сыхлас тĕлĕшпе тимлĕрех пулмаллине те çивĕчлетрĕç. Республикăра, вăл шутра пирĕн районта та час-часах çăмăл автомашинăсенчен тĕрлĕрен тавар е урăх япала çухалнине калаççĕ. Ку вара чылай чухне водитель асăрханманнипе е ытла та васканипе пулса тухать. Хальхи вăхăтра унта та кунта телефон ултавçисем пирки чылай калаççĕ, çыраççĕ.

Пресс-конференцире çивĕчлетнĕ ыйтусенчен пĕри шăпах çак темăпа пулчĕ. Çавăнпа та "Сирĕн ача аварие çакланнă, йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ, пулăшу валли пысăк укçа кирлĕ" текен тата ытти суя хыпарсене кĕсье телефонĕпе илтсен тăруках сехĕрленсе ан ỹкĕр, ун вырăнне кун пирки полици сотрудникĕсене çийĕнчех шăнкăравлăр.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика