02 августа 2014 г.
Федераци саккунне халăхпа сỹтсе явни питĕ лайăх. Ватăсем калашле, халăхпа пурăнакан халсăр мар. Çĕр çыннăн çĕр тĕрлĕ шухăш, теççĕ. Ĕç ушкăнĕ пирĕн район активĕпе те тĕрлĕрен кăсăклă ыйтусене хускатрĕ. Кашнин шухăш-кăмăлне шута илни вара тĕрĕсех.
Ял тăрăх пуçлăхĕсене малашне вырăнти депутатсем хăйсен йышĕнчен, çак ĕçре опыт пухнă ушкăнтан суйлĕç. Çак шухăша ырлатăп. Ял çынни хăйсен ентешĕн пултарулăхĕпе хастарлăхне, халăхпа пĕр чĕлхе тупнине ытларах та, çывăхрах та пĕлет. Пытарма кирлĕ мар, ку чухне вырăнсенче депутат пулма тивĕçлĕ кандидат та тупма çăмăл тееймĕн. Чылайăшĕ "тỹлевсĕр ĕç" тесе хаклаççĕ е тата "мĕне кирлĕ" текенсем те пур. Ун пек чухне депутатсен статусĕ те ỹсĕ.
Муниципалитет район пуçлăхĕ пĕрре çеç пулмалла, ăна вара халăх суйламалла текен шухăшăм та ку тĕлĕшпе çирĕп. Пĕр çемьере икĕ хуçа пулни чăрмав çеç тесшĕн.
П. ПЕРЕПЕЛКИН, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ, райпо председателĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)