02 августа 2014 г.
Хресчен мĕн ĕлĕкрен çĕре унăн пулăхлăхĕшĕн хакланă. Шăпах вăл тухăç мĕнле пулассине витĕм кỹрет-çке. Ỹсен-тăрансен илемĕ те çакăнпах çыхăннă. Тăпра вăл - хăйĕн саккунĕсемпе пурăнакан тата аталанакан тытăм тесен те йăнăш пулмĕ. Тыр-пул, пахча çимĕç, йывăç-тĕм лайăх ỹссен çĕр пулăхлăхĕнче иккĕленỹ çуралас çук. Анчах та тăпрара пĕр-пĕр ĕç е япала япăхлансанах ырă мар улшăнусен черечĕ пуçланнине пула вăл пахалăхне çухатнине кашниех ăнланать пулĕ тетĕп. Çапах лайăх сийпе тимлĕ пуласси пирки манаççĕ çав нумайăшĕ. Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕсем кашни çулах ку енпе йĕркене пăснă тĕслĕхсене "тăрă шыв çине кăлараççĕ".
Çакăншăн РФ КоАП-ĕн 8.6 статйин 1 пайĕпе айăплаççĕ. Пĕлтĕр 11 çĕр лаптăкĕ тĕлĕшпе асăннă статьяна "хута яма" тивнĕ. Пĕтĕмпе инспекторсем 6,7 гектар çĕр шар курнине тупса палăртнă.
Палăртмалла, район администрацийĕсем хăйсем те çакнашкал пулăмсем пирки управление пĕлтереççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, 8 районтан килнĕ 30 çырăва тишкернĕ. Çав шутра çынсем хăйсен тĕллĕн çĕрĕн çиелти сийне хырса илни пирки те çырса кăтартнă.
Пĕтĕмпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пĕлтернĕ тăрăх ирттернĕ тĕрĕслевсен кăтартăвĕсем юридици вăйĕнчи - 6, должноçри 5 çынна тата 18 гражданина административлă майпа явап тыттарма хистенĕ. Çав шутра _ паха сийе сая янишĕн те. К
унашкал киревсĕрлĕх Шупашкар, Çĕрпỹ, Хĕрлĕ Чутай, Елчĕк, Вăрнар, Улатăр, Муркаш районĕсенче палăртнă.
Çул-йĕр тăвакан тата юсакан пĕр предприятин ĕçне вара пĕрре кăна мар тĕпчеме тивнине палăртаççĕ инспекторсем. "Ĕçне" терĕм-ха та, кунта пулăхлă сийе вырăнтан куçарни пирки сăмах пынине палăртса хăварам. Шупашкар районĕнче, сăмахран, вĕсем 25 тăваткал метр чухлă лаптăка чавса пĕтернĕ. Иртнĕ çулсенче общество ĕç-хĕлне пула Муркаш, Вăрнар районĕсенчи ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем вакланнă.
Каламалла, инспекторсен асăрхаттарăвĕсене пĕтерме тăрăшаççĕ общество ĕçченĕсем. Шанас килет, çакăнта штрафсем кăна мар, пулăхлă сийе пăсни çĕрсен ял хуçалăх пахалăхне чакарнине ăнланни витĕм кỹнĕ. Пулăхлăха тавăрасси вара питĕ тăкаклă та кăткăс ĕç. Ăна вăхăтра пурнăçламанни лаптăка пуçă çаврăнăшĕнчен кăларма пултарас хăрушлăх тухса тăрать-çке.
Надежда ВАСИЛЬЕВА, управлени ĕçченĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)