02 августа 2014 г.
"Вăрă вăрлать те хăварать, пушар самантрах пурлăха кĕле çавăрать", _ теççĕ. Çуллахи вăхăтра чылай чухне вут-кăвартан тухакан инкек сăлтавĕ _ ачасем шăрпăкпа выляни. Кил-тĕрешре çеç мар, урамра та, хуçасăр сарайсенче тата ытти вăрттăн кĕтессенче те шăпăрлансем аслисем пек алла шăрпăк тытса çỹп-çапа, ăпăртапăра тивертме пултараççĕ. Çавăнпа та вут-кăварпа тимлĕ пулмалли çинчен районти пушар надзорĕ тепĕр хут асăрхаттарать, хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнма сĕне
. Чăн малтанах çакна каласа хăвармалла: ачасене аслисемсĕр электроприборсемпе, газ хатĕрĕсемпе, электроплитапа, пĕчĕк хумлă кăмакапа, телевизорпа, музыка аппарачĕсемпе усă курмашкăн шанмалла мар. Вăл пысăк инкек патне илсе пыма пултарать. Çул çитмен ачасене хăйсем тĕллĕн çеç пăрахса хăварма юрамасть. Çав вăхăтрах шăрпăксене ачасен алă айне хумалла маррине те, килтен тухнă чухне электричество приборĕсене сỹнтерсе хăвармаллине те, ачасем умĕнче кăвайт чĕртме, пирус туртма юраманнине те, килти ăшăтмалли юсавсăр кăмакасене юсасах, тĕрĕслесех тăмаллине те яланах асра тытмалла.
Сăмах май каласан, кăçал çулталăк пуçланнăранпа Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 16 хутчен хĕрлĕ автан алхаснă. Вĕсенчен Çĕнĕ Ахпỹртре пулнă инкек вара шăпах ачасем шăрпăкпа вылянăран сиксе тухнă.
А. ИСАЕВ, районти пушар надзорĕн стажерĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)