АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуллахи спартакиадăран _ пысăк кăмăлпа

02 августа 2014 г.

Çак кунсенче Çĕрпỹ районĕнчи Çĕньял-Катек ялĕнчи уçланкăра Чăваш Республикинчи патшалăх влаç тата вырăнти самоуправлени органĕсен работникĕсем хушшинче çуллахи XIII физкультурăпа спорт спартакиади иртнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ _ сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнса пурăнасси, физкультурăпа спорт занятийĕсене хастар хутшăнса ку тĕлĕшпе вырăнти халăха ырă тĕслĕх кăтартасси тата канăва усăллă йĕркелесси.

Спартакиадăра пирĕн район администрацийĕн хастарĕсем те пысăк пуçарулăх кăтартнă.

Ăмăртăва уçнă çĕре Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ Олимпиада Иванова тата ытти паллă спортсменсем те хутшăннă. Çĕрпỹ çĕрĕ çинчи хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Артамонов (хамăрăн ентеш) хапăл туса кĕтсе илнĕ.

Ăмăрту ирхи хускану тунинчен пуçланнă, ун хыççăн спортсменсем тĕрлĕрен тупăшура хăйсен вăйне виçнĕ: эстафетăра чупассипе, ишессипе, велосипедпа хăвăрт чупассипе, вĕрен туртассипе тата ыттипе те. Патăрьелсем чылай спорт ăмăртăвĕнче кăтартуллисен шутне çакланнă, вĕрен туртассипе вара пирĕн "пăхаттирсене" çитекенни пулман, кăçалхипе тăваттăмĕш хут спортсменсем малти вырăна çĕнсе илнĕ.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика