АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăна ĕçпе хаклани кăмăллă.

06 августа 2014 г.

 Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Мускавра Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулни çинчен район хаçатĕнче те тĕплĕн çырса пĕлтернĕччĕ. Çỹллĕ шайра иртнĕ тĕл пулу пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов хăйĕн шухăшне вулакансене пĕлтерме кăмăл турĕ:

_ Николай Иванович, Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Ен Пуçлăхĕпе тĕл пулса калаçнине Эсир еплерех хак паратăр?

_ Раççей Федерацийĕн Пуçлăхĕ пирĕн республика ертỹçипе тĕл пулса калаçни, Чăваш çĕр-шывĕн аталанăвĕпе интересленни _ республика ертỹçишĕн çеç мар, мĕн пур чăвашсемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ, вăл шутра Юхмапа Пăла тăрăхĕшĕн те. Эпир республикăн пĕр пайĕ шутланатпăр-çке. Тĕл пулу вăхăтĕнче икĕ ертỹçĕ те кăмăлтан, пĕр-пĕрне хисепе хурса, çав вăхăтрах ĕçлĕ лару-тăрура калаçни пирте пысăк шанăç çуратрĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Президента республика мĕнле аталанса пыни, еплерех йывăрлăхсем пулни, социаллă ыйтусене татса парассипе мĕнле ĕçлени пирки уççăн каласа кăтартрĕ. Çанталăк условийĕсене пула ял хуçалăх продукцине туса илес тĕлĕшпе чăрмавсем пулма пултарассине те систерчĕ. Çапах та "Кăçал ырă динамика сыхланса юлать, çулталăка 105 процент патнелле тухатпăр",_ тесе татăклăн палăртни кăмăла кайрĕ, çакă патшалăх ял хуçалăх отрасльне аталантарма тăрăшнине уçăмлатать. Çакă та пире пысăк шанăç кỹрет, мĕншĕн тесен эпир çĕр ĕçĕпе ĕçлесе пурнăçа сыпăнтарса пыракан район. Пысăк тухăçлă тĕш-тырăпа çĕр улми, пахча-çимĕç çитĕнтерсе илесси пирĕн тĕп тĕллев. Юлашки çулсенче фермер хуçалăхĕсем аталанса пыни те, уйрăм çынсем çĕр ĕç культурине ытларах та ытларах хăнăхса пыни те савăнтарать.

_ Михаил Игнатьев çĕр-шыв ертỹçине Чăваш Енре нумай нациллĕ халăх пĕр-пĕринпе туслăн ĕçлесе пурăнни пирки пĕлтерчĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕ те республикăра кăтартуллисен шутĕнче. Николай Иванович, çак шухăша анлăлатса мĕн калама пултаратăр?

_ Тĕрĕсех: туслăхра, килĕшỹре çеç пысăк вăй, тĕрек, çитĕнỹ. Çакна палăртрĕ те Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче. Кун пирки эпир те мăнаçлансах калаçма пултаратпăр. Пирĕн район _ интернационалла туслă çемье темелле. Мĕн ĕлĕкех пирĕн тăрăхра христианство тĕнне ĕненекенсемпе мусульман халăхĕ килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пурăнаççĕ. Тĕп наци шутланакан чăвашсемпе тутарсем, вырăссемсĕр пуçне юнашарах ирçесем, удмуртсем, украинецсем тата ытти тĕрлĕ халăх пурăнни те пире чăрмав мар. Кашнийĕ хăйĕн тĕн йăли-йĕркине пăхăнать. Ку тĕлĕшпе çитĕнекен ăрăва воспитани парас тĕлĕшпе районта чиркỹсен çумĕнче вырсарни шкулĕсем, мечĕт хỹтлĕхĕнче медресе шкулĕсем ĕçлеççĕ, "Шăнкăртам вулавĕсем" тата ытти ятпа тĕрлĕрен конференцисем иртеççĕ. Хальхи вăхăтра наци ыйтăвне вырăнта ăнланса тирпейлесе пыни питĕ пĕлтерĕшлĕ.

_ Республика Пуçлăхĕ тĕл пулура Чăваш Енĕн экономикăпа социаллă пурнăçĕн аталанăвĕ пирки те уççăн каласа пачĕ. Пирĕн районта та ырă улшăнусем сахал мар пулса пыраççĕ. Федераци, республика шайĕнчи программăсене пурнăçа кĕртсе пыни те кăмăллă. Çакна хăш-пĕр тĕслĕхсемпе çирĕплетейместĕр-ши?

_ Республика шайĕпе илес пулсан, района пур енлĕ аталану енĕпе хакласа яланах "пилотлисен" шутне кĕртнĕ. Хамăрăн ята малашне те сыхласчĕ-ха. Тĕрĕсех, пирĕн районта ырă улшăнусем сахал мар пулса иртеççĕ. Федераци, республика шайĕнчи программăсене пурнăçласах пынипе Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен, авариллĕ çуртсенче пурăнакансен, тăлăх ачасен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе чылай тимлетпĕр. Сăмахран, 2013 çулта çеç 30541 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута кайнă. Иртнĕ çул вун виçĕ тăлăх ачана хăтлă хваттер çăра уççине парнеленĕ, 2010 _2013 çулсенче ветерансем пирки калакан федераллă программăпа килĕшỹллĕн 400 ветеранпа вĕсен çемйисем пурнăмалли условисене лайăхлатнă тата ытти те.

Пĕлтĕр пирĕн район строительство енĕпе пушшех сулмаклă утăмсем турĕ. Тутар Сăкăтсене тахçантанпа кĕтнĕ капăр та мĕн пур условиллĕ шкул çуртне парнелерĕмĕр, район центрĕнче пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарма, çынсене хушма ĕçпе тивĕçтерме бизнес-инкубатор хута кайрĕ. Унсăр пуçне "Батыревский", "Красное знамя", "Труд" тата ытти хуçалăхсенче, уйрăм фермерсен хуçалăхĕсенче фермăсене çĕнетеççĕ, тĕрлĕрен хранилищĕсем хута яраççĕ тата ытти те. Кăçалхи район кунĕнче çеç харăсах виçĕ строительство объекчĕн алăкĕсем уçăлчĕç: Ыхра Çырминче выльăх-чĕрлĕхе пусса тирпейлекен цех, "Батыревский" акционерсен обществинче выльăхсен çуллахи лагерĕ, Çĕнĕ Ахпỹртри Е. Мартышкин фермер хуçалăхĕнче çĕр улми хранилищи. Ку тĕлĕшпе ĕмĕтсем тата сулмаклă, çулталăк вĕçлениччен çĕнĕлĕхсем татах та пулĕç.

Çул-йĕр строительстин ыйтăвĕпе те тăтăшах тимлетпĕр. Кăçал çеç планпа 6 миллион та 119 пин тенкĕлĕх çула (Первомайск _ Ишлĕ çул) йĕркене кĕртме пăхнă. Ку ĕçе 4 миллион та 777 пин тенкĕлĕх пурнăçланă.

_Культура çулталăкĕ Патăрьелсемшĕн чăн малтанах мĕнпе асра юлма пултарĕ?

_ Патăрьел районĕшĕн Культура çулталăкĕ кашни çулах темелле. Ырă йăла-йĕркесене яланах тытса пыратпăр, çанă тавăрса ĕçленĕ хыççăн килениччен канма та пĕлетпĕр... Ентеш сăвăç-юрăçсене асран кăлармастпăр, тĕл пулсах тăратпăр. Çав вăхăтрах культура вучахĕсене те çĕнететпĕр, вĕсене пуянлататпăр. Кăçал çеç Пăлапуç Нурăсри, Шăнкăртамри культурăпа кану центрĕсем республика програмипе килĕшỹллĕн юсанса çĕнелчĕç.

А. ЕГОРОВА калаçнă

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика