06 августа 2014 г.
ИРТНĔ шăмат кун Христос тĕнне тытса пыракансем Илен праçникне паллă турĕç. Çак кун ĕлĕкех асатте - асаннесем пуçласа çĕнĕ çĕр улми çинĕ. Маларах вара ăна çăвара илме юраман - мĕн, аçа çапма пултарать имĕш.
Ватăсен сăнанисем татах та нумай. Акă, сăмахран, Иленре çумăр пулсан, ыраша каярах акмалла, е кĕркунне йĕпе çанталăкпа тарăхтарать, теççĕ. Çак кунччен маларах çĕнĕ çăкăр çисен, тырă перекетсĕр пулать имĕш.
Кăçалхинче вара кунĕпех хĕвел хĕртрĕ, анчах та каçхи кỹлĕм "Илле пророк" хăйĕн сассине те пачĕ, кăштах çеç çумăрĕ те çуса илчĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)