06 августа 2014 г.
ХАЛЬХИ вăхăтра Украинăри лару-тăру пирки пурте пăшăрханатпăр. Унта вырăссемпе чăвашсем те сахал мар пурăнаççĕ. Чăван Ен Украинăри вăрçăран тарса килекен çынсене хапăлласа йышăнать. Пирĕн район та инкеке лекнĕ виçĕ çемьене алă тасса панă. Хальхи вăхăтра, Нăрваш Шăхалĕнче _ 7, Патăрьелĕнче _ 4, Именкассинче 2 çын хỹтлĕх тупнă.
Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннине, йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерсе малаллах утăмланине нимĕн те çитмест. Туслăхра çеç вăй, тĕрек, çитĕнỹ...
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)