АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккун пурне те вырăна лартать

06 августа 2014 г.

Пирĕн районта республикăри ыттисемпе танлаштарсан, автотранспорт йышĕ самай нумай. Хальхи вăхăтра вĕсен шучĕ пушшех ỹссе пырать. Хăш-пĕр çемьесенче вăл 3-4 та пур. Куншăн пирĕн хĕпĕртемелле çеç, çакă район халăхĕ тулăх пуррăннине пĕлтерет. Анчах та водительсен хушшинче çул-йĕр правилисене пăсни, вĕсене пăхăнманни тăтăш тĕл пулать. Районти çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн начальникĕ А.Петров хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи ултă уйăхра 1776 çынна административлă штраф панă, вĕсенчен 186-шĕ халĕ те парăмра-ха. Йĕркене пăсакансем пысăк хăвăртлăхпа пынă, руль умне ỹсĕр пуçпа ларса çула тухнă, йĕркене пăхăнман е тата ытти сăлтавсемпе "капкăна" çакланнă.

Çул çинчи инкексен шутне чакарас, водительсене çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнма хăнăхтарас тĕллевпе районти çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕ тăтăшах тĕрлĕ профилактика ĕçĕсем, рейдсем ирттерет. Хальхинче те чылай парăмçăн "хỹри вĕçне шыв килчĕ": 171 парăмçăна тытса чарса 36 пине яхăн укçана патшалăха тавăрттарчĕç. Унсăр пуçне 4 водителĕн хăйсен ыйтăвне суд урлах татса пама тивнĕ.

_ Машинăпа ярăнма юратакансен 2-3 штраф таранах пухăнса кайнă пулин те парăмçăсем хыпăнса ỹкмеççĕ, йĕрĕсене çухатса укçа тỹлес мар тесе тарса çỹреççĕ. Вăхăчĕ иртсен вара штраф пенийĕ хушăннине, суд сакки çине ларма тивессине те шута хумаççĕ, _ пăшăрханчĕ районти суд приставĕн начальникĕ Галина Афки рейд вăхăтĕнче.

Саккунăн сакки те сарлака. Çавăнпа та водительсен унта ларас мар тесе тăрăшмалла. Енчен те çаклантăн пулсан, йĕркене пăхăнмаллах пулать. Ун пек чухне саккун умĕнче турткаланса тăраймăн.

Н. МАЗЯКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика