АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĕНĕ ПРОГРАММА

06 августа 2014 г.

 Июлĕн 31-мĕшĕнче районта сывлăх тата социаллă аталану Министерствин сумлă делегацийĕ пулчĕ. Вĕсене районти социаллă хỹтлĕх центрĕн директорĕ А. Воробьева кĕтсе илчĕ. Вулакансене пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, сывлăх тата социаллă аталану Министерстви йышăнăвĕпе районта "Доступная среда" программа ĕçлеме тытăнчĕ. Ку программа сывлăх тĕлĕшĕнчен ыттисенчен уйрăлса тăракансен проблемисене çăмăллатас, вĕсене кирлĕ вырăна пĕр чăрмавсăрах кĕрсе тухса çỹреме майсем туса парас тĕллевпе ĕçлет. Ăна Раççей Федарцин 46-мĕш саккунĕпе килĕшсе пăхăнса пымалла.

Хальхи вăхăтра районта 3393 инвалид, вĕсенчен япăх куракансем 148-ăн, хăлха илтменнисем 20-ĕн, 178 инвалид _ коляскăпа çỹрекенсем, вĕсенчен 15-шĕ _ ачасем.

2015 çулта Чăваш Республикинче чылай организацисемпе учрежденисенче инвалидсене коляскăпа çỹремелли майсене туса пĕтерме йышăннă. Кăçал ку ĕçе Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисем тата пирĕн Патăрьел районĕ пуçăннă.

Хуласенче ятарлă çỹллĕ мар картлашкаллă (низкопольные) 4 автобус, 3 троллейбус çỹреме пуçлĕç. Инвалидсем валли ятарласа подъемниксем лартĕç. Пирĕн районта вара хĕле кĕриччен коляскăпа çỹрекен инвалидсем валли 12 объектра çулсемпе тротуарсем, картлашкапа тăрăх хăпармалли пандуссем, сарлака тата хăйсемех уçăлса хупăнакан алăксем, меллĕ туалетсем, канмалли ятарлă пỹлĕмсем тума палăртнă. Çак ĕçсене пурнăçлама Раççей Федераципе Республика бюджетĕнчен укçа та куçарнă.

Комисси районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта пулчĕ, кунти работниксемпе тĕл пулу йĕркелерĕç. Вĕсене центр ертỹçи Г. Афанасьев хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе, программăпа килĕшсе тунă ĕçсем çинчен, малашнехи плансемпе паллаштарчĕ.

Сăмах май каласан, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр çак программăна хутшăнса грант çĕнсе илнĕ, республикăри Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисем хыççăн виççĕмĕш вырăн йышăннă. Геннадий Иванович ĕçре тĕл пулакан, хăш-пĕр кăткăс ыйтусене епле татса парассипе те кăсăкланчĕ, хăнасенчен тулли консультаци илчĕ.

Делегаци Турханти психоневрологи интернатĕнче тата ваттисен çуртĕнче пулчĕ. Унта пурăнакансемпе тĕл пулса калаçрĕ. Тĕл пулура ЧР сывлăх сыхлавĕн министерствин ветерансен тата социаллă тивĕçтерỹ пайĕн консультанчĕ Ольга Николаева Патăрьел районĕ ваттисемпе инвалидсем çине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ.

Н.ВАСИЛЬЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика