АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Физкультурник кунне хастар хутшăнар

06 августа 2014 г.

 Районта Физкультурник кунне пысăк хастарлăхпа ирттересси ырă йăлана кĕчĕ темелле. Шăмат кун, августăн 9-мĕшĕнче ирхине 10.30 сехетре спортсменсем Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадиона уяв ячĕпе йĕркелекен ăмăртăва пуçтарăнĕç. Ытти çулхи пекех спартакиада программи пуян. Çăмăл атлетикăна кăмăллакан хĕр арăмсемпе арçынсем, хĕрсемпе каччăсем, спорт ветеранĕсем 100, 400 метра чупĕç, ял тăрăх командисен эстафети, мини-футболла вылясси те ытти çулсенчи пекех çивĕч кĕрешỹре иртмелле.

Алă вăйне виçекенсемшĕн, шашка-шахмат вăййинче хăйсен ăсталăхне кăтартакансемшĕн те хĕрỹ кĕрешỹ пулмалла.

Юлашки çулсенче чушка вăййи вăй илсе пырать. Уява хутшăнакансемшăн ăна пăхма та кăмăллă пулĕ. Яланхи пекех программăра волейболла вылясси, кире пуканĕ йăтасси те пур. Положенипе килĕшỹллĕн команда чысне хỹтĕлекен спортсмен тĕрлĕрен ăмăртура хăйĕн ăсталăхне кăтартма пултарать.

Н. ПАЙМУЛЛИН

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика