06 августа 2014 г.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче те çĕнĕ объектсем хута кайма пуçларĕç: фермăсем, управсем... Çак кунсенче вĕсен шучĕ татах пысăкланчĕ. 2013 çул вĕçĕнче Р. Санзяпов фермер Чăваш Ишекĕнче пушă ларакан витене реконструкцилесе хута янă. Хуралтăра малтан çил ачисем çеç выляса çỹренине халь ĕненесех те килмест. Çурт тăрринчи шăвăçа поликарбонатпа улăштарнăран хĕвел çути çителĕклĕ кĕрет. Стенасене те шуратса дезинфекциленĕ. Ĕçлеме условисем лайăх. Нумай пулмасть вара вăл Ыхра Çырминче _ кăçалхи май уйăхĕнче аш-какая тата сĕте тирпейлемелли йĕркере улшăнусем кĕртнине шута илсе _ выльăхсене пусса тирпейлемелли пысăк хуралтă туса пĕтернĕ. Ăна ĕçе кĕртме 15,3 млн тенкĕ тăкакланă.
Кун пек цех Ф. Чабатов фермер тата Т. Янтыков предприниматель уçма тĕллев лартнă.
Районта фермер хуçалăхĕсем вăй илсе пынине те палăртма кăмăллă. Çĕнĕ Ахпỹртри Е. Мартышкин 800 тонна вырнаçмалăх çĕр улми управне пĕлтĕр кĕркунне хăй вăйĕпе тума пикеннĕ. "Иккĕмĕш çăкăра" пухса кĕртиччен ăна ĕçе кĕртнĕ. Евгений Михайловичăн çавăн пекех 200 тонна тырă тата 120 тонна çевок кĕмелĕх хранилищĕсем те пур.
Патăрьелĕнчи "Батыревский" пĕрлешỹре ĕне-выльăх шучĕ 600 пуçа яхăн, сăвăнаканни _ 280. Хуçалăхра йыша тата ỹстерме палăртаççĕ, анчах витесем кивви тата вĕсенче хальхи вăхăтри технологисемпе усă курма йывăрри Патăрьелсене татăклă утăм тума хистерĕ. Пĕлтĕр кĕске вăхăтра 200 ĕне вырнаçмалăх вите туса пĕтерчĕç. Объекта кĕркунне хута ячĕç. Кунта чылай ĕçе механизациленĕ. Апата миксерпа пăтратса трактор валеçет. Сăвăнакан сĕт пăрăх тăрăх тỹрех холодильнике каять. 20 млн тенке ларнă фермăра тăрăшакансене валли канмалли пỹлĕм, çăвăнса тасалма душ пур. Халь тата 200 ĕне кĕмелĕх тепĕр вите тума пикеннĕ. Вăл августра ĕçле пуçлĕ. Район кунĕнче ĕне-выльăхăн çуллахи лагерĕ "хуçисене" йышăнчĕ. Çĕнĕ çĕрте те дояркăсем флягăсем йăтса нушаланмаççĕ: сивĕтмĕше сĕт тỹрех пăрăх тăрăх пырать.
Сăмах май каласан, маларах асăннă фермерсем пурте "Россельхозбанк" çăмăллăхĕпе усă кураççĕ. Район кунĕнче Ыхра Çырминче хута кайнă аш-какая тирпейлекен цехпа Çĕнĕ Ахпỹртри çĕр улми хранилищи шăпах вĕсен пулăшăвĕпе хута кайрĕç. "Чи хастар клиентсен ĕçĕсем кал-кал та ăнса пыни пирĕншĕн те кăмăллă", _ пĕлтерчĕ кун пирки банк управляющийĕ Рудольф Селиванов (ỹкерчĕкре сулахайри).
Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕнчен укçа кĕнине шута илсе чылай хуçалăхра фермăсем тума пуçларĕç. "Красное знамя" ял хуçалăх производство кооперативĕнче çывăх вăхăтра çĕнĕ вите хута каймалла. Р. Санзяпов фермер çитес çул 120 ĕне вырнаçмалăх тепĕр хуралтăна ĕçе кĕртме планлать. И. Куликов хуçалăхĕ малашне çемье фермине йĕркелесшĕн. Тĕллевне пурнăçлама вите хăпартма пикеннĕ.
Сăкăтри "Красное знамя" хуçалăхра стройка çине стройка пырать теме те пулать. Кунта халĕ çĕр улмине хĕл каçармалли управа тунă çĕрте çынсем тăрăшаççĕ. "Весна" пĕрлешỹре те ĕçе пуçăннă. Çавăн пекех "Исток", "Труд" хуçалăхсенче те "иккĕмĕш çăкăр" хранилищи валли проект хатĕрлеççĕ.
Патшалăх фермер ĕçне пуçăнакансене аталанма майсем туса пани выльăх-чĕрлĕх йышне пысăклатма, çĕрпе ĕçлес текенсен хисепне ỹстерме пулăшрĕ. Кăçал "2012 _ 2014 çулсенче фермер ĕçне пуçăнакансене пулăшасси" патшалăх программипе килĕшỹллĕн 6 çын гранта тивĕçнĕ. "Çемье фермисене аталантарасси" программăпа 1 хуçалăха 120 ĕне усрамалăх витене реконструкцилеме 3 млн та 473 пин тенкĕ уйăрнă. Сăмах май, хушма хуçалăха вăй илме пулăшакан "АПК аталанăвĕ" проект та районта ăнăçлă ĕçлет. 2006 çултанпа çăмăллатнă кредита 12771 хуçалăха 2 млрд та 834 пин тенкĕлĕх панă. 2014 çулхи çур çулта кăна 975-ĕн 274 млн тенкĕлĕх кредит илнĕ.
Хамăр корр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)