АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мотоблоксен шучĕ ỹсет

06 августа 2014 г.

Юлашки çулсенче ялсенче лашасен шучĕ сахалланса та сахалланса пырать. Çĕр улми лартмалла е йăран хăпартмалла, хиртен утă илсе килмелле _ техникăпа усă куратпăр. Гостехнадзорăн районти аслă инспекторĕ И. Васильев пĕлтернĕ тăрăх, уйрăм çынсен аллинче кăна 600 ытла трактор шутра тăрать! Мотоблоксене вара ял тăрăхĕсем регистрацине илеççĕ. Акă, 8 ялтан тăракан Туçа ял тăрăхĕнче вĕсем 80-ран та иртеççĕ мĕн. Çанталăк ăшăтсанах хуçисем хурçă "учĕсене" хускатаççĕ те шăтăртаттарса кăна çỹ-реççĕ. Пахча сỹрелемелле е кишĕр-чĕкĕнтĕр акмалла _ çынран йăлăнмалли çук. Ылтăн алăллисем хăйсемех кăкарса çỹремелли агрегатсене те ăсталаççĕ: прицепран пуçласа акмалли хатĕрсем таранах! Хăшĕ-пĕри вара техника хăватне вăйлатма тесе моторне те çĕне-теççĕ. Чăнах та, мотоблок кил-хуçалăхра питĕ кирлĕ япала. Лашана хĕлĕн-çăвăн пăхмалла пулсан, кăна кирлипе çеç хускатмалла. Анчах çынна чылай ĕçре пулăшакан хатĕрпе çула тухнă чухне асăрханулăх пирки çеç манмалла мар. Çул-йĕр правилисене пĕлменнисен руль умне пачах ларма юрамасть.

_ Мотоблокпа аслă çулпа çỹреме хăрушăрах. Май пур чухне çул айккипе пыма тăрăшмалла. Трассăпа кайма тивсен йĕркене пăхăнмаллах. Техникăн каçпа çутакан фарăсем кирлĕ тата прицеп çине çутта хирĕç яракан çавракасем (отражательсем) çакмалла. Сылтăмалла е сулахаялла пăрăннă чухне хăш еннелле çаврăннине сулахай алăпа кăтартма пĕлмелле. Çавăн пекех час-часах мотоблокпа çамрăк ачасем çỹренине курма пулать. 14 çул тултарманнисене руль патне пыртарма юрамасть. Пĕчĕкскерсен вăйĕ те сахалтарах тата çул-йĕр правилисене те пĕлмеççĕ, _ терĕ Илья Васильев. _ 18 е ытларах лаша вăйĕллĕ техникăна Гостехнадзорăн районти инспекцийĕнче шута тăратмалла.

Килте мотоблок пурри питĕ лайăх. Çапах та Гостехнадзорăн районти аслă инспекторĕ каланă сăмахсене вырăна хурсан инкек-синкекрен те сыхланма пулать. Сăмах май, районта 5 е ытларах лаша вăйĕллĕ хатĕрпе аварине лекнĕ тĕслĕхсем пулкаларĕç. Техника хăрушсăрлăхне пăхăнманнипе сывлăхне сиенлетнисем те пур.

Укçа парса мал ĕмĕтпе туяннă пĕчĕк хурçă "ут" ĕçре пуриншĕн те шанчăклă юлташ пултăр.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика