АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăван Ен Пуçлăхĕн пресс-конференцийĕ

09 августа 2014 г.

 Августăн 7-мĕшĕнче Правительство Çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йăлана кĕнĕ пресс-конференци ирттерчĕ. Унта тĕрлĕ информаци хатĕрĕсен 46 представителĕ хутшăнчĕç.

Хăйĕн кỹртĕм сăмахĕнче Михаил Васильевич тăватă çул каялла çак должноçа ларнăранпа Чăваш Ен çыннисен пурнăç пахалăхне лайăхлатассине чи пирвайхи тивĕç вырăнне йышăннине палăртрĕ. Иккĕмĕш тĕллев вара - гражданла обществăн демократи институтне аталантарса власть уççăнлăхне ỹстересси. "Çынсен хăйсене реализацилеме майсем туса парасси, тивĕçлĕ шалу, пурăнмалли хăтлă условисем, тивĕçлĕ пĕлỹ, сывлăха çирĕплетес енсемпе республика тăтăшах тимлет. Нумайăшне пурнăçланă, анчах ĕçлемелли татах та чылай-ха", _ терĕ М. Игнатьев.

Çавăн пекех Михаил Васильевич юлашки тăватă çулхи кăтартусем çинче чарăнса тăчĕ: ĕçлекенсен, вăл шутра тĕрлĕ сферăри бюджетниксен шалăвĕ ỹсни, ĕçсĕрлĕх чакса пыни, халăха ĕçпе тивĕтересси лайăхланни, тĕрлĕ категориллĕ çынсене хваттерсемпе тивĕçтерни, ял хуçалăхне патшалăх паракан пулăшу аталанни, спорт сооруженийĕсем çĕкленни тата ытти те.

Çакăн хыççăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ журналистсен 30 ытла ыйтăвĕ çине хуравларĕ. Кăçалхи тырă тата çĕр улми тухăçĕсем пĕлтĕрхинчен ытларах пуласса шанать Михаил Васильевич. "Республикăн кăнтăр районĕсенче, чăнах та, нỹрĕк çителĕксĕр пулчĕ, анчах та ытти районсенче тухăç аванах пулмалла", _ палăртрĕ вăл. Унсăр пуçне Украинăран куçса килнĕ граждансене вырнаçтарасси, Атăлăн шыв шайне çĕклесси, çулсемпе кĕперсене юсасси пирки тĕплĕн пĕлтерчĕ.

Пирĕн районти Турхан шкулĕ пирки те сăмах пулчĕ. Кунта çулсерен Кокель пленэрĕсем иртнине М. Игнатьев сумлă хак парать. Çак шкулăн уйрăм корпусне çĕклеме 2016 çулта укçа уйăрма палăртнине пĕлтерчĕ вăл.

(Хамăр корр.).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика