АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕкленеççĕ çуртсем: хăтлисем, илемлисем…

09 августа 2014 г.

 Кăçал Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 29700 тăваткал метр çурт-йĕр хута яма палăртнă. 7 уйăхри кăтарту 10 пине яхăн тăваткал метрпа танлашнă. Хальхи вăхăтра "Стройкомфорт" пĕрлешỹре вăй хуракансем Патăрьелĕнчи Киров урамĕнчи нумай хваттерлĕ çурта туса пĕтерессишĕн ĕçлеççĕ. Çавăн пекех "Энергострой" пĕр-лешỹ 45 хваттерлĕ пỹрт хăпартма пикеннĕ. Кунта пурăнакансенчен ытларахăшĕ тăлăх ачасем, çамрăк çемьесемпе Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем пулĕç.

Пилĕк е ытларах ачал-лă çемьесене кĕтеслĕ тăвассипе те районта лайăх ĕçленине палăртма кăмăллă. 2014 çулта Первомайски, Çĕнĕ Ахпỹрт тата Кзыл Чишма ял тăрăхĕсенчи виçĕ çемье çĕнĕ çуртра пурăнма пуçлĕç. Ашшĕ-амăшĕн хỹттисĕр ỹснĕ 17 çамрăк та "йăваллă" пулĕç.

Ялта пурăнакан тата ĕçлекен яш-кĕрĕме хавхалантарас тĕллевпе "2014-2017 çулсенче тата 2020 çулччен ял территорийĕсене аталантарасси" федераллă программăпа килĕшỹллĕн 16 çынна çурт-йĕр çавăрмалли укçана илме свидетельство панă. Вăл шутран 7 çамрăк специалиста 8388,1 пин тенкĕ уйăрнă. Нумай пулмасть пĕрлешнĕ 12 мăшăра "Çурт-йĕр" программăпа 9273,6 пин тенкĕ тивĕçнĕ.

Районта çурт-йĕр, шкулсемпе ача сачĕсем хăпартассипе 5 организаци _ ТПК "Шыгырданы", "Теплоэнергосервис", "Булат", "Стройкомфорт", "Энергострой" _ тăрăшаççĕ.

Çул пур çĕрте пурнăç та пур тесе ахальтен каламан. Ăçта кайма тухсан та çатма пек тикĕс трассăпа çỹреме кăмăллă. Кăçал районта çул-йĕр ĕçĕсене валли _ пăхса тăма тата юсама _ 29390 пин тенкĕ уйăрнă. 7 уйăхра 17946 пин тенкĕлĕх ĕç тунă. "Первомайск _ Ишлĕ" çула 1,3 çухрăм юсанă.

Ял тăрăхĕсенчи урамсене 5,7 çухрăм вак чул сарнă. Туçари нумай хваттерлĕ çуртсем вырнаçнă Учительсен урамĕнчи 1338 тăваткал метр çула юсанă. Çавăн пекех Патăрьелĕнче те темиçе хваттерлĕ пỹртсен 3 картишне _ 1085 тăваткал метр _ тирпейлеме палăртнă.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика