09 августа 2014 г.
Июлĕн 2-мĕшĕнче районти сывлăш десант çарĕнче службăра тăнă арсем хăйсен кунне уявларĕç. 10 сехет тĕлне "Нива" ресторан çумĕнчи вырăна кăвак беретлисем пухăнчĕç. Уява районти десантниксен общество ертỹçи С.М. Токмаков уçрĕ. Вăл пухăннă юлташĕсене уяв ячĕпе саламланă май ВДВ ялавне çĕклеме сĕнчĕ. Ялав çине нумай çул ВДВна ертсе пынă Совет Союзĕн геройĕн, В.Ф.Маргеловăн, сăнне ỹкернĕ. Сăмах май каласан, хальхи вăхăтра ăна генерал-полковник В.Шаманов ертсе пырать. "Никто кроме нас" эмблема та кашнинех мăнаçлантарать.
Мероприятине пухăннă салтаксене 71 çулти ВДВăн запасри капитанĕ В. Антонов саламласа ырă сунчĕ, хăйсем хушшинчен командир суйласси, малашне те пĕр-пĕринпе пуçтарăнса пĕрлехи мероприятисем ирттересси çинчен пĕлтерчĕ.
Çавăн пекех десантниксене Шăмăршăпа Патăрьел районĕсен çар комиссариачĕн, Патăрьел, Сăкăт ял тăрăхĕсен представителĕсем саламларĕç, пурне те ырлăх-сывлăх сунса тĕл пулушăн тав турĕç. Çамрăк десантниксене ВДВ йĕркеленнĕренпе 80 çул çитнине халалласа кăларнă медальпе чыс турĕç.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче десантниксем сахалăн мар: çур пин ытла! Вĕсем тĕрлĕ çулсенче çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă. Сителти Козловсен çемйинченех виççĕн. Вĕсем пурте тĕрлĕ çулсенче Литвара пĕр чаçре службăра тăнă. Тăрăнти В. Думилин 1989-91 çулсенче салтакра пулнăскер, 40 хут парашютпа сикнĕ. Килес çул ВДВ йĕркелени 85 çул çитнине хатĕрленсе десантниксем те районта хăйсен ВДВ палăкне уçма ĕмĕтленеççĕ. Хастарсем БМД (боевая машина десантников) илсе килсе лартасшăн. Вăл ресторан "Нива" тата Пенси фончĕн çурчĕсен хушшинче вырнаçĕ. Çак ĕçе пуçăннă та ĕнтĕ, унăн никĕсне плитасем сарса çирĕплетнĕ. Палăк валли укçа-тенкĕ пухас ĕç пырать. Уявăн иккĕмĕш пайĕ Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта малалла тăсăлчĕ, десантниксем тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче тупăшрĕç, вăй виçрĕç.
Н. МАЗЯКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)