09 августа 2014 г.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин "Раççей Федерацийĕн Обществăлла палата членĕсене çирĕплетесси" Указа алă пусса çирĕплетнĕ.
Гражданла ушкăнсемпе организацисене пĕрлештерекен çĕр-шыври Обществăлла палатăн йышĕнче Чăваш Республикин, Мускав тата Тĕп регион муфтийĕ, Раççей Обществăлла палатăн членĕ _ пирĕн районти Шăнкăртам ялĕнче çуралса ỹснĕ Альбир Крганов та пур. Икĕ суйлавра суйланса Раççей Обществăлла палатăн йышĕнче чылай çул ĕçлет вăл, нацисен хушшинчи çыхăну тата совесть ирĕклĕхĕ енĕпе ĕçлекен комиссин председателĕн çумĕн тивĕçне пурнăçлать.
Утă уйăхĕн вĕçĕнче Альбир Крганов Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕпе Вадим Ефимовпа тĕл пулнă. Тĕл пулу вăхăтĕнче ертỹçĕсем Чăваш Енри тĕнпе çыхăннă лару-тăрăва тишкернĕ, 2014 çулхи юпа уйăхĕнче республикăра регионти Мăсăльман тĕн управленине туса хунăранпа 20 çул çитнине халалланă мероприятисене хатĕрленессипе тата ирттерессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă. Маларах муфтий Чăваш Республикин Культура министерствин представителĕсемпе тĕл пулса Раççейри тата Чаваш Енри нацисен тата тĕнсен хушшинчи ыйтусене сỹтсе явнă, хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă.
( Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)