13 августа 2014 г.
Шăрăх та типĕ çанталăк тăнăран вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх пысăк. Вăрмансенче кăвайт чĕртме, типĕ курăка тата çỹп-çапа çунтарма, унта çуран та, автотранспортпа та кĕме юрамасть.
Йĕркене пăхăнманнисене штраф параççĕ, уйрăм çынсене _ 2-4 пин, должноçрисене 15-30 пин, юридици сăпатĕнчисене _ 400 пин тенкĕ таран.
Енчен те пушар тухнине асăрхарăр пулсассăн çийĕнчех "01", "101", "112" номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерĕр. Çавăн пекех Раççей Черезвычайлă лару-тăру министерствин ЧР Тĕп управленийĕнче шанчăк телефонĕ ĕçлет _ 8(8352)39-99-99.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)