13 августа 2014 г.
Республикăра терроризм тата экстремизм идеологийĕсене хирĕçлекен, нацисен хушшинчи килĕшĕве палăртакан материалсене хатĕрлессипе "Чăваш Ен _ террора хирĕç" конкурс старт илнĕ. Тĕп тĕллев _ терроризмпа экстремизма асăрхаттарасси, республика территорийĕнче нацисен тата тĕнсен хушшинчи килĕшỹпе çураçулăха çирĕплетесси.
Конкурса хăйсен материалĕсене çулталăк тăршшĕпе массăллă информаци хатĕрĕсенче пичетленĕ е электронлă мелпе вырнаçтарнă авторсем (штатра тăракан тата штатра тăман корреспондентсем) хутшăнма пултараççĕ. Материалсене 2014 çулхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕччен çак адреспа йышăнаççĕ: Шупашкар хули, Президент тăкăрлăкĕ, 10-мĕш çурт, 2-мĕш хут,1-мĕш пỹлĕм.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)