АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулас ертĕăỹ ỹăпе палçртçр

13 августа 2014 г.

Пирĕн республикăра, Раççейĕн ытти кĕтесĕнчи пекех, Федерацин 136 ФЗ номерлĕ саккунне питĕ анлăн тишкерчĕç. ЧР Юстици министерстви Чăваш Республикин "Чăваш Республикинче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелесси çинчен" саккуна улшăнусем кĕртесси çинчен" саккун проектне хатĕрленĕ, ăна Чăваш Енре пурăнакансене сỹтсе явма тăратнă. Çак саккун тата проект пирки районти влаç представителĕсем мĕн шухăшлаççĕ-ши?

С. Толстов, Сăкăт ял тăрăх пуçлăхĕ:

_ Федерацин 136 ФЗ номерлĕ саккунĕпе çывăх паллашрăм. Унта вырăнти влаçа суйламалли темиçе вариант та сĕннĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕсене халăх суйласан аванрах тетĕп. Мĕншĕн тесен вырăнти влаç нумай-нумай ыйтăва татса парать. Кил-çурт, ĕç тупасси, çемьесенчи хирĕçĕве татса парасси, ял тирпейлĕхĕ, халăхăн культура шайне ỹстересси, çул-йĕр тата вун-вун ыйтăва уçăмлатаççĕ вĕсем. Депутатсем суйласан вара, ял тăрăх пуçлăхне тăтăш ылмаштарма та пултараççĕ. Ку пулăм ял халăхне кăна кансĕрлĕ, пуçлăха халăхшăн тăрăшса ĕçлеме чăрмав кỹрĕ, ĕç пахалăхĕ чакĕ. Ĕç тăвакан тата представительлĕ органсен пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлемелле, халăх ырлăхĕшĕн тăрăшмалла.

Г. Медведев, Аслă Чемен ял тăрăх пуçлăхĕ:

_ Пирĕн ял халăхĕ ял тăрăх пуçлăхĕ пулма икĕ суйлавра та мана шанчĕ. Саккун проекчĕпе паллашнă хыççăн, мана икĕ вариантăн та лайăххипе начар енсем пур пек туйăнчĕç. Патакăн икĕ вĕç, теççĕ-и-ха? Ял тăрăх пуçлăхне район пуçлăхĕ сĕнсен, ăна хăйне пĕрле малалла ĕçлеме çăмăлтарах пуль тесе шутлатăп. Вăл вăй хума пултарайман çынна тилхепе шанас çук. Тепĕр вариантпа _ ял халăхĕ суйлавĕпе суйлансан _ вара пуçлăхăн чыс-хисеп ытларах пулĕ. Анчах та чыс -хисепĕнче ĕç тăмасть, тăрăшса ĕçлекен пуçлăх ял халăхĕ умĕнче ĕçпе хисепе хăйех тивĕçет тесе шутлатăп.

В. Глухов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ:

_ Эпĕ шутланă тăрăх, муниципалитет пуçлăхĕпе администраци пуçлăхĕ пĕр çын, районта пĕр хуçа пулмалла. Пурнăçра та кашни çемьере пĕр хуçа. Ракпа çăрттан пек, иккĕн икĕ еннелле туртсан пурнăçра ыррине кĕтме çук. Тепĕр япăх енĕ те пур: темиçе хуçа пулсан, яваплăх камра иккенне те пĕлме йывăр.

Ял тăрăхĕн пуçлăхне палăртмалли йĕрке пирки вара икĕ тĕрлĕ шухăш та пур. Ăна халăх та, вырăнти депутатсен йышĕнчен суйласан та япăх пулас çук. Тивĕçе туйсан тата халăхшăн тăрăшса ĕçлесен кирек хăш мелпе суйланнă пуçлăх та хисепе тивĕçет.

Н. МАЗЯКОВА калаçнă

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика