13 августа 2014 г.
РАÇÇЕЙ Президенчĕ Владимир Путин 2015 çула Литература çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн Чăваш Енре мĕнле çулталăк пуласси те паллă.
2015 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче вилĕмсĕр "Нарспи" поэма авторĕ, илемлĕ чăваш литературин классикĕ К. В. Иванов çуралнăранпа 125 çул çитет. Вăл историне поэт, драматург, куçаруçă, прозаик, фольклорист, живописец тата хальхи чăваш литературине пуçарса яраканĕ пулнипе кĕрсе юлнă.
Константин Васильевич Ивановăн культура еткерлĕхĕнче тĕнче шайĕнче палăрнине, унăн ятне ĕмĕр-ĕмĕр асра тытас тата обществăна литературăпа кăсăклантарас тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе 2015 çула Чăваш Енре Константин Васильевич Иванов çулталăкĕ тесе палăртнă. Çак шухăша Чăваш Енри искусствăн, культурăн паллă деятелĕсем те ырланă. Килес çул тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)