13 августа 2014 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем валли пресс-конференци ирттерни пирки хаçат вулакансене паллаштарнăччĕ. Ун чухне Михаил Васильевич журналистсен 32 ыйтăвне хуравларĕ. Паян вулакансене Республика Пуçлăхĕ пресс-конференцире асăннă хăш-пĕр цифрăсемпе фактсене илсе кăтартатпăр:
ГТĕрĕссипе, 4 çул каялла мĕнле тĕллевсемпе пуçăннă ĕçе, паян та çав çултан пăрăнманнине палăртрĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Ен халăхĕн пурнăç шайне ỹстересси, пурăнма, ĕçлеме хăтлă условисемпе тивĕçтересси. Çынсем ыранхи куна шанăçпа кĕччĕр.
ГÇак тапхăрта республикăра вăтам шалу 13000 тенкĕрен 21450-а çитнĕ. Бюджет тытăмĕнче вăл 11000 тенкĕрен 21000-е çити ỹснĕ, экономикăри вăтам шалупа танлашнă. Пайăррăн илес тĕк, яллă вырăнсенче ĕçлесе пурăнакансен шалăвĕ - 1,5 хут, тухтăрсен - 1,5 хут, учительсен - 2 хут, воспитательсен 3 хут ỹснĕ.
ГĔçсĕрлĕх 4 хут чакнă. Çынсене ĕçпе тивĕçтерес енĕпе Чăваш Ен Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен хушшинче 3-мĕш вырăн йышăнать. ГЯл хуçалăх тата апат-çимĕç хакĕсем пирĕн республикăра пĕчĕкки те пуриншĕн те паллă.
ГЖКХ тарифĕсене 4 процентран ытла ỹстермессе сăмах панă. Шантарнине пурнăçланă. Çав вăхăтрах республикăра кашни 4-мĕш çемье ЖКХ тăкакĕсене саплаштарма субсиди илет.
ГПурăнмалли çурт-йĕр тăвас енĕпе Чăваш Ен (çын пуçне шута илсе) _ лидерсен йышĕнче. Ку енĕпе çамрăк çемьесемпе учительсем патшалăх пулăшăвĕпе усă кураççĕ. ГРеспубликăра пĕчĕк тата вăтам предприятисен тата вĕсенче ĕçлекенсен йышĕ ỹссе пырать. Патшалăх парăмĕ 70 процентран 37-е çити чакнă.
ГЧăваш Енре пурăнакансен ĕмĕрĕ 2 çул вăрăмланса 70,8-а çитнĕ.
Пепкесемпе вĕсен ашшĕ-амăшне панă сăмаха та тытма шантараççĕ _ 2015 çулта ача сачĕсенче черет пачах пулмалла мар. М. В. Игнатьев палăртнă тăрăх, унăн тĕп тĕллевĕ _ Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси. "Çын республикăра яланах хăйне лайăх туйтăр тесе тăрăшатăп. Унăн тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ, ĕç укçи, пурăнмалли вырăн пулмалла. Хăйĕн малашлăхĕ пирки çеç мар, ачасене мĕнле пурнăç кĕтнĕ пирки те шанăç пулмалла. Вĕсене тивĕçлĕ пĕлỹ, хăйĕн сывлăхне çирĕплетме, медицина пулăшăвĕ илме условисем туса памалла. Çак енĕпе республикăра влаç органĕсем 4 çул ĕçлеççĕ те. Тĕллевсене нумай пурнăçларăмăр, çапах та малашне те ĕçлемелли сахал мар," _ çирĕппĕн пĕлтерчĕ Республика Пуçлăхĕ.
Ỹсĕмсем пирки цифрăсемпе, диаграммăсемпе çирĕплетсе пачĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)