13 августа 2014 г.
Çак кунхине ир-ирех чĕресрен тăкнă евĕр çумăр чашлаттарчĕ пулин те, тăхăр сехетсенчех хĕвел хăйĕн пайăркисене сапалама пуçларĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕн паттăр спортсменĕсем ăмăр çанталăка та парăнтарчĕç. Çапла вара çурлан 9-мĕшĕнче йăлана кĕнĕ Физкультурниксен кунне тулли программăпа хатĕрленсе кĕтсе илни те харама каймарĕ.
Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадиона хаваслă кĕвĕ-çемĕ майăн спортсменсен ушкăнĕсем, сывă пурнăç йĕркине тĕп вырăна хуракансем пĕрин хыççăн тепри пуçтарăнчĕç. Спортпа туслисене уяв ячĕпе саламлама Нăрваш Шăхалĕнчи культурăпа кану центрĕ çумĕнчи хĕрсен ансамблĕ те çитнĕ. Ăмăртăва хутшăнакансене, курма килнисене юрă-кĕвĕпе çунатлантарса вăй кĕртрĕç вĕсем. Уява "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ, спорт шурсухалĕ Алексей Краснов уçрĕ, ăмăртусенче пурне те пысăк хавхаланупа ăнăçлă çĕнтерỹ сунчĕ. Физкультурниксен кунне район администраци пуçлăхĕн çумĕ _ ял хуçалăх, экологи, экономика, çĕр хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ М. Калмыков хутшăнчĕ.
_ Физкультурăпа спорт кашни çын пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ. Çак юхăмăн мухтавлă йăлисем пирĕн районта ăруран-ăрăва куçса пыраççĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕ _ спортпа туслă район. Пирĕн спортсменсем республика, Раççей, тĕнче шайĕнчи ăмăртусене хутшăнни савăнтарать. Спорт каçалăкĕнче çитĕнĕвĕн чикки çук. Çавăнпа та паянхи уяв ăмăртăвне хутшăнакансене пысăк ăнăçу, лайăх кăтарту сунатăп, _ терĕ пурне те ырă сунса Мансур Миневелиевич.
Уява хутшăнакансене район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ Петр Перепелкин, районти "Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕ Святослав Перепелкин, Нăрваш Шăхалĕнчи спорт ветеранĕ Василий Бородкин саламларĕç, пурне те спортпа туслă пулма, хаваслă стартпа ăнăçлă финиш сунчĕç.
Спортсменсен парачĕ хыççăн стадион тỹрех ĕç шавĕпе тулчĕ: çăмăл атлетсем чупу çулĕ çине тăчĕç, футболистсем хăйсен уйне йышăнчĕç, алă вăйне виçекенсем ятарлă сĕтел умне çирĕп тĕревленчĕç, кире пукан йăтакансем пултарулăхĕпе куракансене тыткăнларĕç, шашка-шахмат ăстисем хăйсен çивĕч ăсне кăтартма пикенчĕç тата ытти те. Пĕр вăхăт стадион кĕр-кĕрлесе çеç тăчĕ. Уйрăмах 100 тата 400 метра чупассипе хĕрỹ кĕрешỹ пулчĕ. Çамрăксем çеç мар, старта спорт ветеранĕсем, сывă пурнăç йĕркине хапăл тăвакансем ырă тĕслĕх кăтартрĕç. Çак ушкăнрисенчен Туçари В. Салмина, Тăрăнти М. Зайцева, Хурама Тварĕнчи Т. Давыдова асăнмасăр иртме май çук. Районти кашни ăмăртурах курма пулать чунĕпе спорта парăннă аксакалсене. Хальхинче те кукаçисемпе асаттесем 400 метрлă кĕске дистанцие хăвăрт чупса тухассине çăмăллăнах парăнтарчĕç.
Чылай чухне эпир кире пуканне алăра вылянтарса тăракансене арçынсене курма хăнăхнă. Юлашки çулсенче вара çак çăмăл мар спорт тупăшăвне чиперккесем те хушăнса пыраççĕ. Кивĕ Ахпỹртри Елена Арланова пукансене 52 хутчен çĕклесе тĕлĕнтерчĕ! Аслă Чементи Владимир Портнов вара икĕ пукана ура çинчен çеç мар, шпагат ларсах çăмăллăнах çỹлелле йăтса тытса тăчĕ. Ăста атлет ытти упражненисемпе те куракана тыткăнларĕ.
Ытти ăмăртусем маларах вĕçленчĕç пулин те, шашка-шахмат "чирĕпе" аптранисем часах пушанаймарĕç. Пĕринчен тепри çивĕч ăслă спортсменсен ячĕсем каярахпа çеç паллă пулчĕç. Хисеп грамотипе парнесене тивĕçекенсем чылай чухнехиллех яланхи хастарсем темелле. Шашкăлла выляссипе Патăрьелĕнчи Николай Федоров, шахматпа Шăнкăртамри Рафаил Якупов пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. "Чи ватă шашистпа" "Чи çамрăк шашист" _ Николай Ларионовпа Владислав Григорьев. Шахматла выляссипе те çак номинацисемпе Расых Даутовпа Николай Гранатский Хисеп грамотипе парнесене тивĕçрĕç. Сăмах май каласан, çак вăйăсенче малти вырăнсене йышăннисене ку таранччен пулман парнене _ 2015 çулхи пĕрремĕш çур çулта алла илсе вулама районта тухса тăракан "Авангард" хаçата парнелерĕç. Районти спортсменсем пирки те хăйĕн страницисенче самай çутатакан "чун апачĕ" никамшăн та ытлашши пулмĕ. Турнира хутшăннă ытти спортсменсем те пушă алăпа саланмарĕç. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ О. Мешков укçа-тенкĕпе пулăшнипе вăййа хутшăнса палăрнисем хаклă парнеллĕ пулчĕç.
Юлашкинчен çакна та каласа хăварас килет. Ку чухне физкультурăпа спорта аталантарасси, çамрăксене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси, тĕреклĕ ăру çитĕнтересси _ тĕп тĕллев. Апла пулин те çакнашкал спартакиадăсенчен, уявсенчен хăш-пĕр ял тăрăхĕсем айккинче тăрса юлма пăхаççĕ. Хальхинче те уявра яланхиллех Аслă Чеменсем, Шăхачсем, Нăрваш Шăхальсем, Туçасем тата хăш-пĕр ял тăрăхĕсем çеç хутшăнчĕç. Вĕсем вара пирĕн районта сахалăнах мар: 19 ял тăрăхĕ! Малашне çакна шута илесчĕ.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)