АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Украинăран килекенсен йышĕ ỹссех пырать

13 августа 2014 г.

 Чăваш Енре Украинăран ирĕксĕрех куçса килекен çынсен йышĕ хутшăнсах пырать.

Акă, августăн 10-мĕшĕнче Шупашкарти аэропорта Симферопольтен ИЛ-76 самолет вĕçсе килнĕ. Унта 112 беженец, 34шĕ _ ачасем. Вĕсене миграци служби ĕçченĕсем, транспорт тата çул-йĕр министерстви, ЧР "Чувашавтотранс" ĕçченĕсем ятарлă хỹтлĕх пункчĕсене: ачасен реабилитаци центрне тата "Чăваш Ен-курорт" хăна çуртне вырнаçтарнă, йăла тата социаллă условисемпе тивĕçтернĕ. "Политикăри лару-тăру çивĕчленсе çитнĕ тапхăрта Чăваш Республикине килсе çитнĕ Украина гражданĕсене вăхăтлăха çемьесене пурăнма вырнаçтарасси, хамăрăн ырă кăмăллăха палăртса инкеке лекнĕ çынсене пулăшасси - кашнин таса чун тивĕçĕ. Çавăн пекех çак инкеке лекнĕ кашни çыннах бюджетран укçа-тенкĕ куçарса пулăшатпăр. Эпир Украинăра пурăнакансене яланах хамăрпа тăванла халăх вырăнне хунă, халĕ те çаплах, малашне те май килнĕ таран пулăшăпăр",_ тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ пресс-конференцире

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика