16 августа 2014 г.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсен 2014 çулхи 6 уйăх итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май бюджета пурнăçлани пирки йышăну кăларчĕ. 2014 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайĕ 21 миллиард та 230 миллион тенкĕпе (çулталăкри планăн 50,6 проценчĕ) танлашнă, 2013 çулхи çак тапхăртинчен 4 процент ỹснĕ, çав шутран харпăр хăй тупăш виçи _ 13 миллиард та 345,4 миллион тенкĕ (87,3 проценчĕ _ налук тупăшĕ, 12,7 проценчĕ _ налук шутне кĕмен тупăш).
Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕн налуксенчен пухăннă тупăшăн виçи 11648,1 миллион тенкĕпе (иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 2,7 процент ỹснĕ) танлашнă, çав шутран организацисен тупăшĕнчен кĕнĕ налук виçи _ 2516,2 миллион тенкĕ (5,5 процент), уйрăм çынсен тупăшĕнчен пухăннă налук _ 4803,6 миллион тенкĕ (9,1 процент).
Отчетлă тапхăрта каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕн калăпăшĕ 7884,6 миллион тенкĕ (2,6 процент ỹснĕ) пулнă.
Пĕрлештернĕ бюджетăн тăкаксен пайĕ 20 миллиард та 495,4 миллон тенкĕпе (çулталăкри планăн 43,7 проценчĕ) танлашнă, иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 10,9 процент (2007,3 миллон тенкĕ) ỹснĕ. Патшăлăх влаçĕн пур органĕ пахалăхлă ĕçлени тата укçа-тенкĕпе тухăçлă усă курни пĕрлештернĕ бюджетăн профицитне чакарма май панă (утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 734,6 миллон тенкĕ пулнă), бюджет укçи-тенкине тăкакласси 96,5 процентпа танлашнă (иртнĕ çулхи çак тапхăрта _ 90,6 процент).
Укçа-тенкĕн пысăк пайне _ 36,6 процентне _ "Вĕрентỹ" уйрăма (2013 çулта _ 35,4 процент), 17,5 процентне (20,4 процент) _ социаллă политикăна аталантарма, 14 процентне (13 процент) _ наци экономикине, 15,7 процентне (16,8 процент) сывлăх сыхлавне аталантарма янă.
2014 çулхи пĕрремĕш çур çулта вĕрентĕве аталантарас тĕллевпе 7499,8 миллион тенкĕ (2013 çулхи çак тапхăртинчен 114,6 процент) уйăрнă. Асăннă укçа-тенкĕпе строительство тата юсав ĕçĕсем пурнăçланă, вĕренỹ учрежденийĕсене тĕрлĕ оборудованипе тивĕçтернĕ, шкулчченхи вĕренỹ учрежденийĕсен ĕçченĕсен шалăвне ỹстерме тата ытти тĕллевпе тăкакланă.
Ача сачĕсенчи черете пĕтерес тĕллевпе пысăк калăпăшлă ĕç пурнăçланă. Кăçал пурĕ 2616 ачана вырнаçма май паракан 14 шкулчченхи вĕренỹ учрежденине хута яма палăртнă, 1464 вырăнпа тивĕçтерекен 9 ача сачĕ хăпартма планланă.
Социаллă политикăна аталантарма 3594,2 миллон тенкĕ (2013 çулхи çак тапхăртин 95,3 проценчĕ) уйăрнă, ăна халăха социаллă хỹтлĕх тата пулăшу парас, тĕрлĕ тỹлевпе, уйрăм категорине кĕрекен граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес тĕллевпе тăкакланă. Сăмах май, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта патшалăх программисемпе усă курса 2600 çемье пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă.
Сывлăх сыхлавне аталантарма 3215,9 миллион тенкĕ (103,5 процент) тăкакланă. Пурнăçланă пысăк ĕçсен шутне медицина учрежденийĕсене юсанине е çĕнĕрен хăпартнине, халăха медпулăшупа тивĕçтернине, эмел хатĕрĕсемпе препаратсем туяннине кĕртмелле. Кăçалхи 6 уйăхра республика территорийĕнче 5 фельдшерпа акушер пунктне хута янă, унсăр пуçне 15-шне çурла уйăхĕн вĕçĕччен хута яма палăртнă, паянхи кун сывлăх сыхлавĕн 8 учрежденийĕнче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, 2014 çулта республикăра пурĕ 43 фельдшерпа акушер пункчĕ уçма палăртнă.
Экономика пайне 2861,3 миллион тенкĕ (119,5 процент) уйăрнă, укçа-тенкĕпе çул-йĕр хута яма е юсама, ял хуçалăхне тата шыв, вăрман хуçалăхĕсене аталантарма усă курнă. Отчетлă тапхăрта 14,2 километр çул-йĕр юсанă, çав шутран 6,2 километрĕ _ яллă вырăнсенче.
Ял хуçалăхне аталантарасси тĕп вырăнта. Кăçалхи çур çулта ял хуçалăхĕнче 60649 тавар туса кăларакан пулăшнă, çав шутран 808-шĕ _ организаци тата хресчен (фермер) хуçалăхĕ, 59841-шĕ _ уйрăм граждансем.
Экономикăри ỹсĕм туртăмне, ĕç укçисем ỹссех пынине, уйрăм бизнес аталаннине республикăн налук хăвачĕн индексĕ лайăх çирĕплетет: 2006-2009 çулсенче вăл 0,404-па танлашнă, 2014 çулта _ 0,496-па. 2006-2009 çулсенче çĕр-шыв экономики çирĕп аталаннăран бизнес ăнăçлăн вăй илнине те асăнмалла. Чăваш Республики бизнеса пулăшас тĕллевпе республика бюджетне кĕрекен налуксене тỹленĕ чух çăмăллăхсемпе тивĕçтерет, 2013 çулта вĕсен виçи 644,5 миллион тенкĕ пулнă.
Ĕç ветеранĕсене социаллă пулăшу парассипе сахал мар ĕç пурнăçланă. Паянхи кун уйăхсерен паракан тỹлев виçи 1082 тенкĕпе танлашать, ун çумне телефонпа усă курнăшăн 220 тенкĕ компенсаци хушăнать. Танлаштарас пулсан, Мари Эл Республикинче ĕç ветеранĕсене 823 тенкĕ, Мордовире _ 796, Тутарстанра _ 1087, Чулхула облаçĕнче _ 1228, Чĕмпĕр облаçĕнче 806 тенкĕ тỹлеççĕ. Ĕç ветеранĕсен шучĕ те пысăк Чăваш Енре. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри пенси çулне çитнĕ 128,2 пин çын "Ĕç ветеранĕн" çăмăллăхĕсемпе усă курнă (пенси çулĕнчи халăхăн 46,4 проценчĕ). Тутарстанра вăл 28 процентпа, Мордовире _ 30,7, Мари Элра 38,8 процентпа танлашать.
Республикăра пурĕ 168,6 пин ĕç ветеранĕ пурăнать.
2013 çулта уйăхсерен паракан укçа-тенкĕ тỹлевĕпе тивĕçтерме республика бюджетĕнчен 1 миллиард та 821,6 миллон тенкĕ уйăрнă, кăçал вара çак тĕллевпе 1 миллиард та 964,6 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.
Чăваш Ен _ ăнăçлă аталанакан республика. Ырă тĕллевсене тата пилотлă проектсене пурнăçа кĕртме хутшăнса пынăран вăл бизнеса вăй илме май паракан илĕртỹллĕ инвестициллĕ регион шутланать, Федераци шайĕнчи конкурссенче активлăхпа палăрать, экономикăна аталантарма ăнтăлать. Енчен те иртнĕ çул Чăваш Ен инвестици çине 5,458 миллиард тенкĕ хывма пултарнă пулсан, кăçал çак цифра 7 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Çав вăхăтрах Чăваш Ен дотаци илекен регион, çавна май пур бюджет тивĕçĕсене пурнăçлас, тĕп инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе кредит организацийĕсенчен пулăшу ыйтма тивет. "Кивçен ил, перекетле" позици пирĕншĕн тĕп вырăнта, парăмсемпе вăхăтра татăлса пырасси _ тĕп тĕллев. 2014 çулта патшалăхран тивĕçекен парăм расхутне 25 миллион тенкĕ таран чакарма палăртнă. Республика ертỹлĕхĕ пахалăхлă ĕçленине халăхсен хушшинчи ертсе пыракан рейтинг агентствисен кредит рейтингĕсем çирĕплетеççĕ. Кăçал çĕртме уйăхĕнче Шупашкарта иртнĕ çиччĕмĕш экономика форумĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен уçă регион тата шанчăклă партнер пулнине палăртрĕ. Ертỹçĕ каланă сăмахсене халăхсен хушшинчи ертсе пыракан Moodys Investors Service тата Fitch Ratings рейтинг агентствисен пысăк рейтингĕ лайăх çирĕплетет. Асăннă агентствăсем рейтинг хакне çулсерен палăртаççĕ, юлашки 7 çул хушшинче республика вĕсене стабильлĕ прогнозпа çирĕплетет. Çакăн евĕр хака тивĕçесси тата ăна çỹллĕ шайра тытса тăрасси ансат мар, çапла тума Раççейри пур субъект та пултараймĕ. Ку чухне экономикăн тата инвестици компанийĕн уйрăм отраслĕсен аталанăвне анчах мар, регионăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне, финанспа çыхăннă лару-тăрăва хаклаççĕ, парăмсемпе мĕнле татăлса пынине те шута илеççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)